Чунран каланă сăмахсем

ХĔРСЕМ! Авланса уйрăлнă арçынсемпе нихăçан та ан çыхланăр. Вĕсем ют хĕрарăмпа усă кураççĕ те кайран арăмĕсем патнех таврăнаççĕ. Тен, эпĕ йăнăшатăп? Тен, пур арçын та ун пек мар?

ОЛЯ.

ххх

ХĂШ_ПĔР çамрăк хĕрарăм хунямапа лайăх пурăнатăп тет. Тĕлĕнсе каймалла _ епле майпа? Мĕнле юрама пултараççĕ-ши ун пеккисем? Калăр-ха!

ВЕРА.

Ххх

 32-е çитрĕм. Мĕн пурăнни ĕнтĕ? Тулли çемьере пурăнма тивĕç мар-ши вара? Упăшкасăр йывăр-çке. Ывăл ỹссе çитсен килтен тухса кайĕ, авланĕ. Эпĕ пĕччен юлăп. Мана çемье ăшши кирлĕ. Шỹтлесе те пулин: "Мана качча тух", _ тенине илтеймерĕм...

ЕЛЕНА.

ххх

"ШУРĂМПУÇ" кăларăмăн çамрăк тусĕсем! Хăвăра юратма, хаклама вĕренĕр. Çынсене хăвăрпа усă курма ан парăр. Çын пур пĕрех çак тĕнчене пĕччен килет те пĕччен каять.

СВЕТА.



21 ноября 2025
17:10
Поделиться