Эп çеç _ пĕччен, ялан шыратăп...
ПУРНĂÇРА чăн-чăн юрату пур-ши тата вăл ăçта-ши? Эпĕ _ 27-ре. Пĕрре те качча тухман, ача çук. Хальччен темиçе каччăпа та çỹресе куртăм. Анчах нихăшĕнпе те нумай вăхăт çỹремен.
Пĕрремĕш юратăва 18 çулта тĕл пултăм. Унпа интернетра паллашрăмăр. Пĕрне-пĕри тỹрех килĕштертĕмĕр. Каччă мана тĕрлĕрен парне, чечек парса савăнтаратчĕ. Мана юратнине пĕлтерчĕ, эпĕ те ăна саваттăм. Çур çултан пирĕн хутшăнусем япăхланчĕç. Савни манран ютшăнма тытăнчĕ. Хытăрах каласан тỹрех кỹренетчĕ. Вара темиçе кун калаçмасăр çỹретчĕ.
Юлашкинчен эпĕ те хамăн кăмăла кăтартас терĕм, унпа калаçма пăрахрăм. "Каччă хыççăн нихăçан та чупмăп. Кирлĕ пулсан хăех шăнкăравлĕ", _ çапла шухăшларăм унран сивĕнсе пынине туйса.
Эпир иксĕмĕр те _ йывăр характерлă. Çавăнпах пуль хамăрăн туйăмсене упраса хăвараймарăмăр. Хутшăнăва татнă чухне те мирлĕ калаçса уйрăлаймарăмăр. Пĕр-пĕрне кỹренсе юлтăмăр.
Çур çултан ăна тепĕр хĕрпе куртăм. Вăл мана питĕ хăвăрт маннине ăнлантăм. Кун хыççăн савни пулнă каччă мĕнле пурăннипе интересленме пăрахрăм. Нумаях пулмасть вăл çемьеленнине, унăн ача пуррине пĕлтĕм.
Икĕ çултан тепĕр каччăпа тĕл пулма пуçларăм. Анчах вăл та пĕрремĕшĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмарĕ. Малтанах лайăх калаçаттăмăр. Савни мана юратнине пĕлтеретчĕ. Унтан хирĕçме тытăнтăмăр. Халĕ каллех пĕччен эпĕ.
Мана мĕншĕн çавăн пек каччăсем лекеççĕ-ха? Пурте _ кĕске турталлă. Эпĕ ун пеккисене кăна илĕртетĕп-ши? Е хам тĕрĕс мар çынсене суйлатăп-ши? Анне ман çула çитиччен иккĕмĕш ачине çуратса ĕлкĕрнĕ. Эпĕ те çемье, ачасем пирки ĕмĕтленетĕп. Анчах ăçта-ши манăн шăпа пỹрнĕ çын? Аптăранипе "Шурăмпуç" кăларăма çырма шутларăм. Сĕнỹ паракансем пуласса шанатăп.
МАРИЯ.