Финанс хăрушсăрлăхĕ, ултавран сыхланасси...
ЮНКУН республикăра _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Халăхпа ирттерекен тĕл пулусенче ку хутĕнче граждансен финанс хăрушсăрлăхĕпе, ултавран сыхланассипе, налук саккунĕнчи улшăнусемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
Информаци кунне ирттерме Шупашкартан "Ростехнадзорăн" Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев килнĕ. Владимир Павлович округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Сергей Галкинпа пĕрле администрацире иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă, Информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.
Çак кунах Информаци ушкăнĕ Шăмăршă ял территорийĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.
А.ПЕТРОВА.