Хусана _ госпитале
Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева волонтершăн гуманитари япалисем пухса вырăна илсе çитересси пурнăç йĕркине çаврăнчĕ. Иртнĕ юнкун Гелие Керимулловна хăй машинипе 39-мĕш (!) хут çула тухрĕ. Хальхинче Хусанти çар госпитальне çитсе килчĕ. Хăй тата округ çыннисем пĕрлехи вăйпа туяннă-пуçтарнă япаласене госпитальте сипленекен салтакăмăрсем валли пачĕ. Вĕсем: кресло-коляска (ăна Кивĕ Шăмăршăри Любовь Евсеева панă), памперссем, типĕ тата нỹрĕ салфеткăсем, япала çумалли порошоксем тата ытти питех те кирлĕ япала.
Паллах, волонтер аманнă салтаксемпе тĕл пулнă, вĕсен сывлăхĕпе кăсăкланнă, хăвăрт сывалма хавхалантарса хăварнă. Гелия Керимулловнăпа пĕрле ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина та пулнă. Пархатарлă ĕçшĕн Г.Хамдеева, чăннипех те, мухтава тивĕç!
Зинаида ВОРОБЬЕВА.