"Хăюлăх арчи"
Çак ятпа ноябрĕн 10-мĕшĕнче ыр кăмăллăх акцийĕ старт илчĕ. Вăл декабрĕн 2-мĕшĕнче вĕçленет. Ун йĕркелỹçи _ Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти. Акципе килĕшỹллĕн, ятарласа лартнă "арчана" (коробкăна) ача-пăча кĕнекипе сăрламалли ỹкерчĕк (раскраска), сăрă-фломастер, тĕслĕ кăранташ, пултарулăх пуххи, сĕтел çи вăййи, тетте (çемçе теттесĕр пуçне) хумалла. "Арчана" çак адреспа вырнаçтарнă: Шăмăршă ялĕ, Уруков урамĕ, 7-мĕш "а" çурт ("Ачалăх тĕнчи" магазин).
Акци вĕçленсен "арчана" Шăмăршă район больницин ача-пăча уйрăмне лартĕç. Округ çыннисене ыр кăмăллăх акцине хутшăнма чĕнетпĕр. Çитĕнекен ăрăва савăнăç парнелер-ха, тусăмăрсем!
И.Пыркина, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.