Икĕ çемьене списока кĕртнĕ

ÇАК эрнере Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару çамрăк граждансен заявленийĕсене пăхса тухнă. Комисси икĕ çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене лайăхлатмашкăн пулăшу ыйтнине тивĕçтернĕ, "Раççей Федерацийĕн гражданĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă çăмăллăхсемпе тивĕçтересси çинчен" патшалăх программипе килĕшỹллĕн, вĕсене хваттер черетне тăратнă.

Е.ПЕТРОВА.



21 ноября 2025
17:52
Поделиться