Карина _ пĕрремĕш!
Республика шайĕнчи "Астăвăм чиккисем" марафона (йĕркелỹçи _ ЧР "Авангард" çарпа патриотизм воспитанийĕ паракан методика центрĕ) пĕтĕмлетнĕ. 1_11-классем виçĕ номи- наци тăрăх видеороликсем тăратнă. Вĕсем: "Манăçман паттăрлăх", "Чĕмсĕр чикĕ тăвакансене", "Пирĕн çемье паттăрĕ".
Палтиел вăтам шкулĕн 2-класс вĕренекенĕ Карина Спиридонова "Манăçман паттăрлăх" номинацие хутшăнса 1_4-классем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă.
Каринăна тата ун наставникне Галина Стратила- товăна çĕнтерỹпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те пысăк ăнăçусем тума ырлăх- сывлăх, иксĕлми хавхалану сунатпăр.
Е.Жолобова.