Ỹкерчĕксен конкурсĕнче çĕнтернĕ
ЧР пултаруллă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕ "Çут çанталăк тусĕсем _ хытă каяшсене уйрăм пухассишĕн тата вĕсене тепĕр хут усă курассишĕн" ятпа ỹкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. Конкурса республикăн 13 муниципалитет округĕнчен 72 ĕç тăратнă. Васан тĕп шкулĕн 3-класс вĕренекенĕ Николай Гордеев "Çут çанталăк тусĕсем _ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисен пуçламăш класĕсенче вĕренекенсем" ỹсĕмре çĕнтернĕ. Кольăна пысăк çĕнтерỹпе саламлатпăр. Малашне те ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума çирĕп сывлăх, сỹнми хавхалану сунатпăр.
Г.Тимофеева, Васан тĕп шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ.