"Мана, ирçене, чăваш хаçачĕ питĕ килĕшет"

"Мана, ирçене, чăваш хаçачĕ питĕ килĕшет"

ИРÇЕ пулсан та, чăваш чĕлхине питĕ юрататăп эпĕ. Илемĕшĕн, янравлăхĕшĕн, тарăн шухăшĕшĕн. Унпа ирĕклĕн хутшăнатăп: калаçатăп, вулатăп. Районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата акă çулсерен çырăнса илетĕп, унти статья-очерка вуласа киленетĕп. Тĕрĕссипе, хама ас тума пуçланăранпах туслă эпĕ "Шăмăршă хыпарĕпе". Ăна алла илессе чăтăмсăр кĕтетĕп.

Мана, ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăх производствинче тар тăкнă çынна, уйрăмах çĕр ĕçĕпе çыхăннă çынсем, фермерсемпе уйрăм предпринимательсем çинчен çырнă материалсем тыткăнлаççĕ. Çавăн пекех политика, республикăпа округ хыпарĕсем, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсемпе депутатсен ĕçĕ-хĕлĕ интереслентерет. Халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне те мала хуратăп, "Истори страницисене уçсан..." рубрика аслă ăру çыннисемшĕн те, çамрăксемшĕн те кăсăклă, ман шутпа. Хаçат юнашар пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисемпе паллаштарни хăех ун пĕлтерĕшне ỹстерет. Мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх унта! Вулатăн _ ăс-хакăлпа пуянланатăн. Тепĕр хут калатăп, чăваш сăмахĕсем мĕне тăраççĕ! Шăнкăрти шыв юххи пек янăраççĕ, чуна уçаççĕ... Çак хаçата епле çырăнмасăр юлăн!

Юрий Фролов, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Шăмăршă ялĕ.



21 ноября 2025
17:49
Поделиться