Мускав çулĕ _ йывăр çул е аякра ĕç шыракансен нуши çинчен
_ ĂÇТА ĕçлетĕн-ха? _ ыйтрăм тахçантанпах курман юлташран.
_ Ăçта пултăр ĕнтĕ _ Мускавра! _ хуравларĕ вăл. _ Çур ял çамрăкĕ унта. Авланнисем те стройкăра тăрăшаççĕ. Мĕн тăвăн: килте ларнипе нимĕн те пулмасть.
Юлташ ĕçлекен бригада нумай хутлă çурт хăпартать иккен. Вагонра пурăнаççĕ, апат- çимĕçе хăйсем хатĕрлеççĕ.
_ Стройкăран аякка ниçта та каймастпăр _ çăвăнман-хырăнман çынсене полици тытса хупма пултарать. Маларах кун пекки те пулнăччĕ, _ каласа парать юлташ.
_ Мускав _ пыл тути мар, тем тути калакан пулчĕ. Калама кăна çăмăл: йывăр ĕçре тертленни çеç çителĕксĕр, сана хисепсĕре те кăлараççĕ. Ĕçленĕшĕн укçине питех парасшăн мар, час-часах улталаççĕ. Пирĕн бригадăран пиллĕкĕшĕ пăрахса кайрĕç.
Çак пилĕк çын яла таврăнман _ урăх стройкăна ĕçе вырнаçнă иккен. Юлташ каланă тăрăх, хăйсене мĕн чухлĕ тỹлессине тĕплĕн пĕлмеççĕ. Каллех улталамĕç-и? Çакна никам та шантараймасть.
Чăнах та, тĕп хулара ĕç нумай _ пур çĕрте те çын кирлĕ. Акă Шăмăршă округĕнчен кăна çĕре яхăн арçынпа хĕрарăм хуралта (охранăра) тăрăшать. Тем те хураллаççĕ: ача сачĕ, шкул, лавкка, пасар, производство объекчĕ, стадион... Общежитире комендантра ĕçлекен те, метрора йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăракан та пур. Хăшĕ-пĕри шалу пирки те ỹпкелешмест: кунти пек укçана урăх ăçта ĕçлесе илĕ-ха?
_ Пысăк-и вара шалу? _ интересленсе ыйтрăм университет дипломне илсе хуралçăра ĕçлекен çамрăк арçынран.
_ Укçа вăл нихăçан та çитмест, _ терĕ вăл. _ Манăн кредит тỹлемелле _ мĕн ĕçлесе илни йăлтах çав тĕпсĕр шăтăка тултарма каять. Ялта çурт-йĕре çĕнетме, атте-аннене пулăшма укçа юлмасть те.
Шăмăршă тăрăхĕнчи темиçе çын Мускаври çỹп-çап сортласа тирпейлекен предприятире вахта меслечĕпе ĕçлет.
Кунта хĕрарăмсемпе хĕрсем ытларах. Вĕсем те ĕç условийĕ йывăрри çинчен пĕлтерчĕç. Юрать-ха, укçине вăхăтра тỹлеççĕ, тепрехинче вуçех килмесрен шикленеççĕ пулмалла.
Мускавра ĕçлекенсенчен сахалăшĕ кăна пурăнмалли условипе кăмăллă. Ют çĕрте килти мар ĕнтĕ: ăçта вырăн параççĕ, çавăнта пурăнатăн. Çемçе тỹшек те сарса памаççĕ сана, тутлă апат-çимĕçпе те савăнтармаççĕ. Мускавшăн эсĕ _ никам та мар, ĕç вăйĕ çеç.
Чăваш Республикинче _ уйрăмах пирĕн Шăмăршă округĕнче _ лайăх тỹлекен ĕç вырăнĕ çуккипех вăй питти арçынсемпе çамрăк хĕрарăмсем Мускава е ытти хулана тухса каяççĕ. Ялсем пушанса юлаççĕ, фермерсем уй-хирте тата фермăра ĕçлеме çын тупаймасăр хăшкăлаççĕ.
Пирĕн халăх _ ĕçлеме юратать, тăван ял куç умĕнчех юхăнни çине чĕрене ыраттармасăр пăхса тăма пултараймасть. Çынсене ĕçпе тивĕçтерессине республика шайĕнче татса пама тахçанах вăхăт. Мĕншĕн-ха ял хуçалăх продукцине тирпейлекен цехсене Шăмăршăра мар _ Патăрьелĕнче, Канашра, Çĕрпỹре е ытти çĕрте çеç уçаççĕ? "Шăмăршă халăхĕ _ аптăра- масть, Мускава çỹресе те тăранса пурăнать", _ теççĕ-ши?
Мускав çулĕ вара _ йывăр çул, паян кунти стройкăсенче тертленекенсем хăйсен ачисене те, мăнукĕсене те çак нушана курма сунмаççĕ. Кашни тенкĕрен вĕри тар шăрши кĕрет, кашни тенкĕшĕн мĕн чухлĕ сывлăх пĕтнине Турă çеç пĕлет пулĕ.
Ĕçлес текен çыншăн хамăр патăмăртах ĕç пулмалла. Çавăн чухне çеç демографи ỹсĕмĕ пирки калаçма та юрать. Аякра ĕç шырани яла та, округа та, республикăна та аталанма пулăшаймĕ. Мускавра е ытти çĕрте ĕçлекенсенчен пирĕн бюджета тĕрлĕрен налук укçи пĕр пус та кĕмест вĕт-ха, çакă социаллă пурнăçпа экономика ỹсĕмне чарса тăрать. Ĕç кĕнекисĕр вырнаçнисене ватăлсан пенси укçине кам тỹлĕ?
Ватлăх пирки вара çамрăк чухнех шутла- малла. Ĕмĕр сакки сарлака тетпĕр те, сарлаках та мар иккен...
Ив.САЛАНДАЕВ.