"Наркотик _ тĕпсĕрлĕх çулĕ"
Çак ятпа Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çуртĕнче профилактика калаçăвĕ иртрĕ. Ун тĕллевĕ: çамрăк ăрăва сиенлĕ йăласенчен асăрхаттарасси, сывă пурнăç йĕркипе пурăнас туртăма вăйлатасси. Мероприятие ял вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем наркомани çын пурнăçĕшĕн хăрушă тăшман пулса тăнине тĕслĕхсем урлă ăша хыврĕç, паллах, наркотиклă препаратсене нихçан та алла тытмалла маррине ăнланчĕç.
"Таса ăру _ 2025" акципе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ калаçу çитĕнекен ăрăва пурнăçра йăнăш тăвасран асăрханма ырă витĕм кỹрессе шанатпăр.
А.Алексеева, Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ.