Нина МИРОНОВА: "Мăшăрăм _ ылтăн, ку _ мухтанни мар"

Нина МИРОНОВА: "Мăшăрăм _ ылтăн, ку _ мухтанни мар"

ÇĔНĔ ШĂМĂРШĂ ялĕнчи хисеплĕ çемьесенчен пĕри _ Мироновсен кил-йышĕ _ çак кунсенче хăна хыççăн хăна кĕтсе илчĕ. Сăлтавĕ питĕ пысăк-çке: Николай Александровичпа Нина Михайловна пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ.

Ылтăн туйпа саламлама çывăхри тата аякри тăванĕсем йышлăн килнĕ. Николай Александровичпа Нина Михайловна _ çамрăк мăшăр пек _ хаклă хăнасене илемлĕн кулса тата ăшшăн калаçса сăйлаççĕ.

Мироновсен çемье историйĕ _ çирĕп юратупа пĕр-пĕрне шанса пурăннин ырă тĕслĕхĕ. Шăпах 50 çул каялла "Шемуршинский" совхозра тин çеç ĕçлеме пуçланă çамрăк та чипер хĕр агроном Çĕнĕ Шăмăршăн маттур каччипе, хуçалăх водителĕпе ĕмĕрех юратса та килĕштерсе пурăнма сăмах панă.

Çак сăмаха Мироновсем çирĕп тытнă, йывăр чухне пĕр-пĕрне пулăшса _ хавхалантарса пынă.

Ăçта кăна ĕçлесен те, Нинăпа Николай коллектив чысĕ пулнă, çакна Хисеп грамотисем те çирĕплетеççĕ.

Николай Александрович нумай çул хушши Шăмăршă район больницинче водитель-механик пулса хăй хыççăн ырă ят хăварчĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та ĕç ветеранĕ килте ахаль лармарĕ: фермер хуçалăхĕнчи мĕн пур техника сехет механизмĕ пек тикĕс ĕçлетĕр тесе ырми- канми тăрăшрĕ.

Нина Михайловна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тата почта службинче вăй хучĕ, тăрăшуллă хĕрарăм общество ĕçĕнче те яланах хастарччĕ.

Мироновсем виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ вĕсене пилĕк мăнукĕ телей те савăнăç кỹрет.

Николай Александровичпа Нина Михайловнăна иртнĕ эрнере Шăмăршăри ЗАГС пайне чĕнсех чысларĕç. ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Матвеева ăшă кăмăллă çак тĕл пулăва чăн-чăн артист пек пултаруллă та илемлĕ ертсе пычĕ.

_ Манăн мăшăрăм _ ылтăн, ку _ пĕрре те мухтанни мар, _ терĕ чунтан хумханса Нина Михайловна.

Николай Александрович вара хăйĕн пурнăçри çывăх юлташне çут тĕнчери чи-чи илемлĕ чечекпе танлаштарать.

"Эпĕ çак чечеке ĕмĕр тăрăшшĕпех упрарăм. Малашне те упраса пурăнасчĕ", _ çаксăмаха, ман шутпа, хăйĕн мăшăрне тата çемйине чунтан юратакан чăн-чăн арçын çеç калама пултарать.

Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир сире, хисеплĕ çыннăмăрсем! Тепĕр 10 çултан бриллиант туйăра та ЗАГС пайĕнче ирттерме Турă телей патăр. Çапла пултăр!

Ив.САЛАНДАЕВ.



21 ноября 2025
17:02
Поделиться