Обществăлла палата ларăвĕн сĕнĕвĕ
НОЯБРĔН 14-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Обществăлла палатăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна палата председателĕ Эльвира Жамкова ертсе пынă.
Кун йĕркинчи тĕп ыйту _ Чăваш Республикинче 2026-çулăн тематикине палăртасси. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Обществăлла палата членĕсем _ пурте пĕр шухăшлă пулса _ 2026-çула Чăваш Енре Йăлана кĕнĕ пуянлăхсен ("Год традиционных ценностей") çулталăкĕ туса хума сĕннĕ. Çак сĕнĕве вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канашра пăхса тухма ярса панă.