Олег НИКОЛАЕВ: "Транспорт инфраструктурине çĕнетни Чăваш Ен илĕртỹлĕхне ỹстерĕ"

Олег НИКОЛАЕВ: "Транспорт инфраструктурине çĕнетни Чăваш Ен илĕртỹлĕхне ỹстерĕ"

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев регион Правительствин членĕсемпе пĕрле Мускавра "Транспорт эрни _ 2025" форум ĕçне хутшăннă.

Олег Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртнă: юлашки 5 çул хушшинче республикăри транспорт отраслĕнче палăрмаллах улшăну пулнă.

"Шупашкарти Тĕнче шайĕллĕ аэропорта тĕпрен реконструкциленĕ. Пассажирсен йышĕ çуллен ỹссе пырать. Çитес çул Шупашкартан Новосибирска рейс уçăлать: вĕçеве республикăшăн çĕнĕ "Çĕпĕр" (s7 Airlines) авиакомпани йĕркелĕ. Самолетсем тăмалли перрона тĕпрен юсанă хыççăн пирĕн аэропорт пĕр вăхăтрах 8 сывлăш карапне йышăнма пултарĕ. Транспорт инфраструктурине çĕнетсе улăштарни республикăна килекенхăнасемшĕн, бизнесшăн тата туристсемшĕн тата та илĕртỹллĕрех тума май парĕ" _ тенĕ Олег Николаев.

Çĕнĕ маршрута шута илсен, 2026-çулта Шупашкартан ултă ене авиамаршрут ĕçлĕ: Сочие, Махачкалана, Калининграда, Минеральные Воды хулине, Сургута, Новосибирска вĕçме май пулĕ. Çавăн пекех Мускавпа Санкт-Петербург маршручĕсем те упранса юлĕç.

Чăваш Республики _ хула транспортĕнче троллейбус паркне упраса хăварнă темиçе регионтан пĕри. 2020-çултанпа республика валли 221 çĕнĕ троллейбус туяннă. Çакă Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус паркне 100 проценчĕпех çĕнетме май панă. Регион халăха троллейбуспа тивĕçтерес енĕпе çĕр-шывра лидер шутланать.

Республикăра юхан шывра пассажирсене турттарассипе те ỹсĕм пур. Регионсем хушшинчи çул çỹрев вăй илсех пырать. Иртнĕ навигаци сезонĕнче шыв айĕнчи çунатлă "Валдай 45Р" суднăсем 500 ытла рейс туса 20 пине яхăн пассажира турттарнă.

"Пурнăç инфратытăмĕ" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, республика правительстви çывăх 4 çул хушшинче тата 260 çĕнĕ автобус туянма палăртнă, вĕсенчен 92-шĕ кăçалах килмелле.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



21 ноября 2025
17:43
Поделиться