"Патриот пуласси хамăртан килет"

"Патриот пуласси хамăртан килет"

Çын пулмалла, апла тăк, патриот пулмалла _ çак тĕллев Раççейре яланах тĕп вырăнта пулнă. Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси _ чи таса та чи сăваплă ĕç.

Çакна Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн 9_11-класĕсем Призывник кунĕнче ăша хыврĕç. Вĕсем шкул тата Мускаври пĕтĕмĕшле çар командованийĕн аслă училищин выпускникĕпе, ятарлă çар операцийĕн участникĕпе _ Данил Кавалеровпа тĕл пулчĕç.

Тĕл пулура вĕренекенсем шкул хыççăн пĕлĕве ỹстермеллин тата çар службин кирлĕлĕхне, çар служби хыççăн çамрăксемшĕн тĕрлĕ енĕпе çул уçă иккенне ăнланчĕç. Çавăн пекех хаклă хăна ачасен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Вĕсем ытларах çĕр-шыв умĕнчи тивĕçпе тата çар службинчи пурнăçпа çыхăнчĕç.

Çитĕнекен ăрушăн, уйрăмах çар ретне тăма хатĕрленекен яшсемшĕн, çак мероприяти усăлăхĕ куç кĕрет.

Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

 



21 ноября 2025
11:37
Поделиться