Паттăрсем Шăмăршăра çитĕнеççĕ
ÇАПЛА, физкультурăпа тата спортпа туслă пулни çамрăк ăрăва сывлăхлă та илемлĕ çитĕнме май парать. Çирĕп сывлăхлă çынсем Тăван çĕр-шывăмăрăн тĕп тĕрекĕ пулса тăраççĕ.
Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕнчи самбо тата дзюдо уйрăмне çỹрекенсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе округра çеç мар, республикăра та палăраççĕ. Акă юлашки вăхăтра кăна пирĕн спортсменсем темиçе ăмăртăва хутшăнчĕç.
Шупашкарта 2008-2010-çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче "Атăл уписем" самбо клубĕн парнисемшĕн иртнĕ ăмăртура (кунта, пирĕн республикăсăр пуçне, Тутарстан, Мордва, Марий Эл, Коми Республикисен, Чулхулапа Киров облаçĕсен командисем те хутшăннă) Шăмăршăри "Туслăх" спорт шкулĕн вĕренекенĕ Александр Масленников 98 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă.
Чăваш Енре дзюдо спортне пуçарса янă Б.П.Лесныха асăнса ирттернĕ Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче _ 2016-2011-çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче _ 81 килограмран йывăртарах спортсменсен йышĕнче пирĕн шкулти Степан Одиноков иккĕмĕш вырăна тухнă.
Калас пулать, пысăк пĕлтерĕшлĕ çак турнира Раççейри 16 хуларан килнĕ спортсменсем хутшăннă. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта 2008-2010-çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем самбо енĕпе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Кунта та пирĕн спортсменсем палăрчĕç: Александр Масленников 98 килограма çитичченхи паттăрсем хушшинче _ иккĕмĕш, Степан Одиноков 98 килограмран йывăртараххисен йышĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
А.ИЧАНКИН, "Туслăх" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.