Паян _ Михалу кунĕ

Православи тĕнĕпе пурăнакансем ноябрĕн 21-мĕшĕнче Михалу кунне паллă тăваççĕ. Чиркỹсенче Турă ирĕкĕпе тăракан ангелсене, вĕсен ертỹçине Михаил Архистратига чысласси 4-мĕш ĕмĕрте пуçланнă.

Чиркỹ вĕрентнĕ тăрăх, ангелсем иерархсем тата чинсем çине пайланаççĕ. Вĕсен ячĕсем: Серафим, Херувим, Престол, Хуçа (Господство), Вăй, Власть, Пуçламăшĕ, Архангел, Ангел. Михаил Архистратиг _ Çỹлти чинсен пуçлăхĕ, Турă хуш- нине шанчăклăн пурнăçлаканĕ, усал вăйсене хирĕç тăраканĕ. Христос тĕнне ĕненекенсем çакна пĕлме тивĕç.

Михаил Архистратиг чĕлхесĕр (немая) хĕрĕн ашшĕне тĕлĕкре курăннă, ăна хĕрĕ çăл куçран шыв ĕçсен чĕлхи уçăлассине пĕлтернĕ. Тĕлĕкре ăнлантарнă пекех, хĕр çăл куç шывне ĕçсе сывалнă: калаçма пуçланă. Ку тĕлĕнтермĕш хыççăн хĕрпе ашшĕ тата вĕсен çемйи сăхсăхнă. Çавăн хыççăн, калаçма пуçланă хĕрĕн ашшĕ тăрăшнипе, Çветтуй Михаил Архистратиг ячĕпе чиркỹ çĕкленĕ. Михалу кунне таса чунпа кĕтсе илер, тăванăмсем.

Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



21 ноября 2025
17:03
Поделиться