Предприниматель çынсене савăнăç кỹрет

ЯРĂСЛАВРА пурăнакан Светлана Краснова 2023-çулта "Çемье" Наци проектне кĕрекен социаллă контракт пулăшнипе хăйĕн ĕçне йĕркеленĕччĕ, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тытăннăччĕ.

Кăçалхи май уйăхĕнче Светлана тата çỹлерех шая çĕкленнĕ: "самозанятая" статусĕнчен уйрăм предприниматель пулса тăнă. Арендăна илнĕ çĕр çинче ĕçлеме, выльăх-чĕрлĕх пăхма ăна юратнă мăшăрĕпе ачисем пулăшаççĕ.

Светлана Краснова сĕтрен тĕрлĕ продукци хатĕрлесе халăха сутать. Вăл хатĕрленĕ кашни продуктах çынсем кăмăлласах туянаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ. Чи лайăххи _ тин хатĕрленĕ апат-çимĕç пахалăхĕпе те çỹллĕ шайра. Сыр, хăйма, сар çу, кăрт тата ыттине те Светлана чун ăшшипе хатĕрлет, ырă кăмăлпа сутать.



21 ноября 2025
11:36
Поделиться