Пĕрлĕхе кăтартар!
Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшасси нимрен, нихçанхинчен кирлĕ ĕç пулса тăчĕ. Унсăр мĕнле пултăр-ха: тыла пулăшу кỹни _ Çĕнтерỹ патне тунă утăм. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн членĕсем кунсерен Раççей ял хуçалăх банкĕн çурчĕн 2-мĕш хутне пухăнаççĕ, черетлĕ маскировка сетки çыхаççĕ. Акă иртнĕ эрне вĕçĕнче пысăк автомашина тиесе гуманитари япалисем ăсатрăмăр, вăл вырăна çитнĕ.
Пĕрлехи сăваплă ĕçе уйрăм çынсем хутшăнни савăнтарчĕ. Палтиел (начальникĕ _ Феннур Рахматуллов, тĕп специалист-эксперчĕ _ Нурдания Хабибуллина) тата Карапай Шăмăршă (начальникĕ _ Вячеслав Яковлев, тĕп специалист-эксперчĕ _ Алевтина Шомполова) ял территори уйрăмĕсем унта пĕр çын пек кар тăрса хутшăнчĕç. Мир салтакĕсем валли пахча çимĕç (çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан, ыхра), унран тунă варени-компот, маринад, кĕрпе-макарон, пылак çимĕç тата ыттине нумай пухса пачĕç. Çỹлерех асăннă ертỹçĕсем йĕркеленипе, ял халăхĕ кĕске вăхăтрах ушкăн ĕçне кỹлĕнсе пĕрлĕхе кăтартрĕ. Чыс та мухтав пурне те!
Пиртен госпитальсем те пулăшу кĕтеççĕ. Кĕпе çумалли порошок, харпăр гигиена хатĕрĕсем (хырăнмалли бритвăпа крем, супăнь, шампунь, нỹрĕ салфетка, памперс, ал шăлли), шорты, чăлха _ питех те кирлĕ япаласем. Кирек хăш вăхăтра та е укçапа, е япалапа пулăшас текенсене çак телефонпа çыхăнма ыйтатпăр: 89373884287.
И.Пыркина, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.