Продукци ытларах _ тупăш пысăкрах

КĂÇАЛХИ 10 уйăхра Шăмăршă муниципалитет округĕнчи мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсем 1766,6 тонна аш-какай туса илнĕ. Çак кăтарту _ 2024-çулхипе танлаштарсан _ 52 процент пысăкрах. Килти хушма хуçалăхсенче аш-какай туса илесси _ 159,4, фермер хуçалăхĕсенче 122,6 процент ỹснĕ.

Округра ĕнесенчен сĕт сăвассипе те хăш-пĕр ỹсĕм пур. Çак тапхăрта пурĕ 10311,8 тонна сĕт туса илнĕ. Фермер хуçалăхĕсенче сĕт сăвасси пĕлтĕрхинчен 11,23 процент пысăкланнă. Январь-октябрь уйăхĕсенче округра кашни ĕнерен вăтамран 5277 килограмм (пĕлтĕрхи çак тапхăрта _ 4903 килограмм) сĕт сунă. 2025-çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне округри мĕн пур категорие кĕрекен хуçалăхсем 5634 пуç _ мăйракаллă шултра выльăх, 2329 пуç _ сысна, 2860 пуç _ сурăхпа качака, 150 пуç лаша усранă.

Н.ВАЗАНОВ.



21 ноября 2025
17:51
Поделиться