Руль умĕнче _ ни-ни!

ЭПĔ çапла шутлатăп: çынсем çăмăл автомашина туянма тытăнни ĕçкĕпе иртĕхессине нумай чакарчĕ. Унччен _ вăтăр-хĕрĕх çул каялла _ урамра ỹсĕр çапкаланса çỹрекен арçынсене тăтăш курма пулатчĕ. Халĕ ун пек мар: нумайăшĕ _ çăмăл автомашинăпа, руль умĕнче вара эрех-сăра _ ни-ни!

Хăнана кайсан та хĕрарăмсем çеç шавласа лараççĕ, арçынсем _ машинăллисем _ черкке сĕнсен те, тытмаççĕ. Вăт мĕнле хăватлă вăй вăл _ çăмăл автомашина! Эрех ĕçсе руль умне ларсан пысăк штраф тỹлеме тивессине кашниех пĕлет, çавăнпа та пĕр тумлам та тутанса пăхмасть.

Çамрăксем çăмăл автомашина туяннине те ырламалла: руль умĕнче вĕсен ответлăх туйăмĕ ỹсет, характерĕ çирĕпленет. Çавăнпа та эпĕ çамрăксене укçа-тенкĕ пухса машина туянма сĕнетĕп.

Хĕрарăмсен вара ĕçмен арçынсенчен тĕслĕх илмелле. Пурнăç эрех-сăрапа иртĕхмесĕрех илемлĕ вĕт-ха!

АЛЬБИНА.



21 ноября 2025
17:08
Поделиться