"Салтаксене пулăшни _ сăвап"
ТĔЛĔНМЕЛЛЕ пултаруллă çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăмăрта. Акă Асанкассинчи Галина Осипова патриотизм туйăмĕпе хĕмленет: ятарлă çар операцийĕнче тăракансем валли апат-çимĕç хатĕрлесе ăсатассине мала хурать. Хăй вăхăтĕнче Ульяновск облаçĕнче кайăк-кĕшĕк фабрикинче вăй хунă вăл. Халĕ тивĕçлĕ канури хĕрарăм, 2 ывăл амăшĕ, 4 мăнук асламăшĕ тăван ялта кун кунлать, çĕр çĕрлет. Чиркĕве çỹрет, тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтерет.
_ Кăçал пахча çимĕç тухăçĕ пысăк. Паллах, хамăр хỹтĕлевçĕсем валли унран янтăланă апата май пур таран ытларах ăсатас килет, _ тет хастар хĕрарăм.
Шупашкар округĕн Çĕньял ялĕнче пурăнакан юлташĕ Любовь Федотова йĕркеленĕ "Люба" пуçару ушкăнне курăмлă пулăшу парать Г.Осипова. Ирĕклĕхпе тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекенсем валли просфор, артос, антидур, "типĕ" яшка хатĕрлеме 3 михĕ çĕр улми, яшка çине ямалли чĕрĕлле тураса тăварланă 4 витре приправа (кишĕр, сухан, укроп, петрушка), чĕрĕ помидор, 3 кг чĕрĕ ыхра, çавăн пекех пĕр витре типĕтнĕ кавăн тĕшши леçнĕ. Любовь Александровна патĕнче пĕр эрне тăрса салтаксем валли "типĕ" апат хатĕрлеме пулăшнă. Çавăн пекех Шупашкар хулинчи "Сильвия" пуçару ушкăнне (вăл та "типĕ" яшка хатĕрлет) пĕр михĕ хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, темиçе банка тăварланă помидор илсе çитернĕ.
Галина Петровна Шăмăршăри "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнне те пулăшать. Кунта çак таранччен 4 михĕ типĕтнĕ çăкăр, 5 литрлă 4 баклашка типĕтнĕ кавăн, пĕр банка (5 л) типĕтнĕ кишĕр, 5 кг чĕрĕ ыхра кỹнĕ. Фронтра ку апат- çимĕçе ырласа йышăнннă.
_ Эпĕ хатĕрленĕ апата салтаксем хапăл туни мана савăнтарать. Ентешĕмсене лекет-и кучченеçĕм е ют регион çамрăкĕсене _ маншăн пур пĕрех. Пурте пирĕн Раççейĕмĕре нацистсенчен хỹтĕлеççĕ-çке. Салтакăмăрсем хăвăртрах çĕнтерсе çемйисем тата тăванĕсем патне таврăнччăр, _ тет волонтер.
Галина Осиповăн фронта пулăшас кăмăлĕ çав тери пысăк. Хăйпе пĕр тĕллевлисене тупса "типĕ" яшка хатĕрлессине вырăнта йĕркелесшĕн вăл. Пушă вăхăтра вара маскировка сетки çыхма та хатĕр. Шел, хальлĕхе Асанкассинче çак пархатарлă ĕç хускалман-ха. Шăмăрша çỹреме вара инçе. Галина Петровнăн пуçарулăхне ырлакан пирĕн хушăмăрта тупăнатех. Тыл мĕн чухлĕ çирĕпрех _ фронтри салтаксем Çĕнтерĕве çавăн пекех хăвăрт çывхартасси куç кĕрет. Çапла пултăрччĕ.
Зинаида Свеклова.