Шăмăршă тăрăхĕн "хура çулталăкĕ" е халăх асĕнче юлнă губернатор шỹрпи çинчен
АВАЛЛĂХА архив докуменчĕсем тăрăх тĕпченĕ май, 1891-çул Шăмăршă тăрăхĕшĕн "хура çулталăк" пулса юлнă тесе калас килет. Çак çул çын айăпĕпе Шăмăршă чиркĕвĕ çунса каять. "Инкек хăй кăна килмест". _ тенĕ халăхра. Атăл тăрăхĕнчи хăрушă выçлăх ахрăмĕ Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсене те пырса перĕнет.
1891-çулта _ çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех типĕ çанталăк тăнипе _ хирти тырă пĕр шитрен çỹлерех те çĕкленеймен. Ялта хăрушă выçлăх пуçланнă, хăйпе пĕрле вăл халир (холера) эпидемине те илсе килнĕ. Акă мĕн çырнă 1892-çулхи июнь уйăхĕнче Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсене килсе кайнă "Симбирский сельский хозяин" журнал редакторĕ, паллă общество деятелĕ Михаил Одиноков (текста вырăслах илсе кăтартатăп _ авт.):
"Если положение взрослого населения местностей, пострадавших от неурожая 1891-года, тяжело и не может трогать всякого близко наблюдавшего его, то положение детей Шемуршинского и Шамкинского волостей особенно должно заставить содрогнуться сердце самого нечувствительного человека... Они так истощены, так обессилены, что почти ничем не проявляют обычной детской резвости, живости и подвижности. С бледными зеленоватыми личиками, с тоненькими ручонками, прозрачная кожа которых просвечивается, с потускневшими безучастными глазами, они или спят, или тихо, без стона сидят около матерей. Многим из них грозит смерть".
Выçлăха тата халир чирне пула 1891-1892-çулсенче Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче 697 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, вилнисен виççĕмĕш пайĕ _ ачасем.
Чĕмпĕр кĕпĕрнинче _ çав шутра Пăва уесĕнче те _ выçлăхпа аптăракансене пулăшакан комиссисем йĕркелеме тытăннă. Район историне тĕпчекенсем 1893-çулта Шăмăрша Чĕмпĕр губернаторĕ Владимир Акинфов килсе кайни çинчен асăнаççĕ, анчах унран маларах пирĕн тăрăхра тепĕр губернатор _ Михаил Теренин пулнине темшĕн ниçта та кăтартмаççĕ. Унпа пĕрле çул çỹренĕ Михаил Одиноков корреспондент вара Михаил Николаевич Шăмăршăра 1892-çулхи июнь уйăхĕнче пулнине çырса хăварнă.
Михаил Теренин _ Пăва уесĕнчи Хăят (Кият) ялĕнчи помещик именийĕнче çуралса ỹснĕскер _ пирĕн тăрăха çула май, кĕске вăхăтлăха çеç чарăннă теме пулать. Апла пулин те вăл Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче уйрăмах начар пурăнакансене кĕпĕрне шучĕпе тỹлевсĕрех вĕри шỹрпе çитерме хушакан йышăну тума ĕлкĕрнĕ. Çак столовăйсенче ачасемпе ватă çынсене тата чире пула ĕçлеме пултарайманнисене чун усрамалăх çăкăр паекĕ те валеçсе панă. Шăмăршăри столовăй вулăс кантурĕпе юнашар (халĕ унта _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн кантурĕ), Шамккайра _ чиркỹ çумĕнче, Палтиелĕн- че _ чиркỹ патĕнче, Пашьелĕнче _ кивĕ почта çурчĕ тĕлĕнче вырнаçнă пулнă. Столовăйсем валли Улатăрти выльăх пусса тирпейлекен цехран лавпа шăмă тата тасатса тăварланă пыршă турттарассине йĕркеленĕ (вырăсла текстра _ "кости и очищенные соленые кишки домашних животных" _ авт.).
Чĕмпĕр губернаторĕ килнĕ ятпа Шăмăршă чиркĕвĕн пачăшки "хĕреслĕ çул" (крестный ход") йĕркеленĕ, тĕне ĕненекенсем Турă Амăшĕн Хусанти иконне йăтса утнă. Губернатор çунса кайнă чиркỹ вырăнĕнче çĕнĕ стройка тума пуçланине ырланă, май пур таран пулăшма пулнă. Михаил Николаевич хăйĕн сăмахне тытнă: çав çулах Пăва уесĕ Шăмăршăра çĕнĕ чиркỹ тума вăрман уйăрса панă.
1893-çулта Шăмăршăра вырăс стилĕпе тунă çĕнĕ чиркỹ çĕкленнинче Чĕмпĕр губернаторĕн Михаил Николаевич Теренинăн тỹпи те пур тесе шутламалла.
В.Г.Короленко писатель "В холерный год" очеркра Михаил Николаевич Теренин губернатор "мужиксемпе" чăвашла калаçнине те асăнать. Кунтан тĕлĕнме кирлĕ мар: Пăва уесĕнче чăваш ялĕсем нумай пулнă, дворянин ывăлĕ те çак халăх ачисемпе хутшăнса ỹснĕ ĕнтĕ. Хăят ялĕ ун чух Пăрăнтăк вулăсне кĕнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче Шăмăршă районĕнче Чăваш патшалăх наукăпа тĕпчев институчĕ йĕркеленĕ экспедици пулнă, шăпах çавăн чухне ĕнтĕ ученăйсем халăхран "Губернатор шỹрпи" каларăша çырса илнĕ. Шел, "Губернатор шỹрпи" сăмах мĕне пĕлтернине ăнлантарса паракан тупăнман. Халĕ тин _ архив докуменчĕсемпе паллашсан _ Шăмăршă тăрăхĕнчи нумай çынна вилĕмрен çăлса хăварнă "Губернатор шỹрпи" чăнласах та пулнине çирĕплетме пултаратăп.
2-степень Таса Станислав, 4-степень Таса Владимир, 1-степень Таса Станислав, 1-степень Таса Анна, 2-степень Таса Владимир орденсен кавалерĕ Михаил Теренин 1899-çулта вилнĕ, ăна _ маларах хăй çырса хăварнине пурнăçласа _ тăван ялĕнчи чиркỹ садне пытарнă. Туризмпа интересленекен ентешсем Пăва хулинчен вунă çухрăмра вырнаçнă Хăят ялне çитсе Шăмăршă тăрăхне нумай пулăшнă Теренин губернатор вил тăприне пуç тайма пултараççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).