Шăнкăрав курăкĕ _ уйрăлу
ВЕСЕЛОВ судья ассăн сывласа илчĕ те хыçлă тенкел çине йывăррăн ларчĕ. Судьяра чылайранпа ĕçлет пулин те, пĕр-пĕр çемье шăпине татса панă чухне хăйне хăй лăпкă тытма пултараймасть. Вăрă ĕçĕпе çыхăннă çынна хупма пулать, çемье телейне вăрлакан çынна вара тĕрмене хупаймăн. Çук ун пек саккун. Питех те шел...
Суда заявлени параканĕ _ çирĕм виççĕри чипер хĕрарăм. Аллинчи пĕчĕк тутăрпа куççульне шăлса типĕтрĕ те судьяна хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пама тытăнчĕ.
...Юратсах качча тухнă Катя Тольăна. Çамрăк мăшăршăн кашни кун телейлĕ те савăнăçлă иртнĕ. Ĕмĕрех çапла пулассăн туйăннă.
Часах Тольăна район центрĕнчи пĕр сумлă вырăна ĕçлеме илнĕ. Шалăвĕ _ пысăк, çăмăл машина. Килне çĕрлене юлса е ир енне çеç таврăнма тытăннă Толя. Тăтăшах _ ĕçкĕллĕ. Малтанласа пĕр сивĕ сăмах та каламан Катя упăшкине. Ара, пуçлăх вĕт, унăн ĕçесси те, каçа юлса таврăнасси те пулĕ. Анчах пĕрмай чỹ- речерен куçа илмесĕр кĕтмешкĕн йывăр иккен. Мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши çамрăк арăм?
Толя районта ĕçлеме пуçласанах килне телефон кĕрттернĕ. Катя ун патне ĕçе шăнкăравласан Толя çиллессĕн хуравланă, текех чăрмантарма хушман. Чăтнă вара хĕрарăм, упăшки хăйне улталанине туйнă пулин те, шарламан.
Паян ак Тольăн çуралнă кунĕ. Çук вăл килте. Шупашкар передачине тăнласа ларакан Катя сасартăк диктор унăн Толине темле Валя юрăпа саламлани çинчен пĕлтернине илтрĕ.
"Толя. "Шăнкăрав курăкĕ" юрра килĕштерет, эпĕ ăна çирĕп сывлăх, телей, вĕри юрату сунатăп", _ вуларĕ диктор Валя çырăвне.
Катя чĕри ыратса кайнине туйрĕ. "Шăнкăрав курăкĕ _ уйрăлу..." _ янăраса тăчĕ хăлхара юрă çаврăмĕ.
... Ир енне çеç таврăнчĕ Толя. Хăй самаях ỹсĕр.
_ Канмалли кун вĕт, тата менелник манăн! _ терĕ вăл кĕрхи тỹпе пек салху сăнлă арăмне. _ Е манăн менелник сана савăнтармасть-и? Катя чĕнмерĕ. Упăшки çывăрса кайсан виçĕ уйăхри ывăлне тумлантарчĕ те ашшĕпе амăшĕ пурăнакан тăван ялне тухса утрĕ. Тунтикун вара судья патне çитрĕ.
_ Шухăшласа пăхăр, тен, йăнăшатăр Эсир? _ лăплантарма тăрăшрĕ судья çамрăк хĕрарăма. _ Радиопа саламланăшăнах çемьене аркатма юрать-и?
_ Эпĕ нумай шухăшларăм... Юратмасть вăл мана. Юрăшăн мар, юрату çуккишĕн уйăрма ыйтатăп Сиртен.
Судья ăна тепрехинче упăшкипе пĕрле килме сĕнчĕ. Куççуль юхтаракан хĕрарăм мăшăрне çав тери юратнине, çавăнпа та вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма юраманнине ăнланчĕ.
Тен, пурте йĕркеллех пулĕ-ха. Тольăпа вара хытах калаçма тивĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.