Ăсти епле, ĕçĕ те çапла
Чăваш тĕрри _ çĕр-шыв мухтавĕ, Вăл тухрĕ аслă тĕнчене. Унта халь уççăн илтĕнет Чăваш юрри-кĕвви янравĕ. Унта ман халăх чун хавалĕ, Ун савăнса тапан чĕри, Нихçанхинчен таса вăл халĕ, Илемлĕ, сывă та вĕри! Петĕр Хусанкай, Чăваш халăх поэчĕ Чăваш тĕрри _ халăхăмăрăн историйĕ, тĕнĕ, искусстви, йăли-йĕрки, илемĕпе мăнаçлăхĕ. Ун çинчен халапсем çỹреççĕ, ун çинчен сăвă-юрă янрать.
Чăваш тĕрри _ наци фестивалĕсемпе уявĕсен, кулленхи йăла-йĕркен уйрăлми пайĕ. Унта 30 тĕслĕ çĕвĕ тата вĕсен 40 ытла уйрăмлăхĕ упранать. Тĕрĕри кашни тĕс уйрăм палла пĕлтерет. Чăваш тĕрри _ çыруллă.
Çакна ачаранах ăша хывнă Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Валентина Мандрюкова. Ал ĕç ăсталăхне _ тĕрлессине, çĕлессине, çыхассине _ шкулта вĕреннĕ чухнех алла илнĕ вăл. Тăван халăх тĕррин ăсталăхĕпе вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренме пуçласан çывăхланнă.
_ Чăвашлăха савнипех халăхăмăн тĕрĕ ỹнерĕ çине куç ỹкрĕ, _ каласа парать Валентина Петровна. _ Кĕнеке-журналти тĕрĕ тĕслĕхĕсемпе паллашрăм, çĕвĕ уйрăмлăхне тишкертĕм. Алла йĕп тытрăм _ чиперех пулса тухрĕç эрешсем! Хавхалансах кайрăм. Тытăнтăм тĕрлеме: салфетка, масмак, пиçиххи, тутăр (явлăк), пукане çи-пуçĕ... янтăларăм. Чăваш эрешне пир (пусма) çине куçарасси чун туртăмĕ пулса тăчĕ.
Ылтăн алăллă тăван чĕлхе вĕрентекенне шкул администрацийĕ технологи предметне, "Асанне арчи" кружока шанса панă. Валентина Петровна ачасене çĕвĕ-тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илме пулăшать. Вĕренекенсем ĕçĕсемпе тĕрлĕ шайри выставкăсене тухаççĕ _ куракансем вĕсене хапăллаççĕ. Ăста чăвашлăхпа витерĕннĕ хăйĕн тĕррисене Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çуртне, район Акатуйне пĕрре мар выставкăна тăратнă. Халĕ, технологи урокĕсенче робототехника ăсталăхне çул панă май, тĕрĕ ăсталăхне вĕрентме сахал сехет уйăрни В.Мандрюковăна пăшăрхантарать. Юрать-ха, халĕ "Ăсталăх лаççи" кружокра ку енĕпе ачасене аталантарма май тупать вĕрентекен.
Вĕтĕ шăрçапа тĕрлес юхăм вăй илсен Валентина Петровна та аллине бисер тытать. Унăн чун пуянлăхĕ, тĕлĕнмелле фантазийĕ чăвашлăха хĕр хĕрарăмăн капăрлăхне, сумка-клатчне куçарма хистет. Мăя, мăй çыххи, шăрçа, сулă, масмак, сарă, пиçиххи, блузка çыруллă тĕрĕпе асамланаççĕ. Пуканесем те "чăвашланаççĕ". Кăмăллă пулăм: сумка- клатча, галстука Чăваш Ен атрибутикипе _ гербпа, ялавпа _ сумлăх кỹрет. Хăй çийĕнчи блузкине те пултаруллă хĕрарăм çыруллă чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Пăхса ытараймăн! Çакна эпĕ, иртнĕ çул Шăмăршăри Культура керменĕнче ирттернĕ хĕрарăмсен уявĕнче _ "Ял управçи" фестивальте _ пулнă май, хам куçпа курса ĕнентĕм. Тĕслĕ шăрçапа "пĕр чĕлхе тупни" темле япалана та "чĕртме" пулăшать.
Хĕрĕсем те _ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра логопедпа дефектолог пулма хатĕрленекен Диана, 10-класра пĕлỹ пухакан Ангелина _ амăшĕн ăсталăхне хăйсенче аталантараççĕ. Илемлĕх туйăмĕ вĕсен кăмăлне çĕклет. Хатĕр япаласемпе килти интерьера, вĕренỹ пỹлĕмне чĕрĕлĕх кĕртме меллĕ. Çывăх çыннисемпе тус-тăванне чăваш тĕрриллĕ капăрлăх парнеленине тата мĕнех çитейĕ! Çапла, чĕрĕк ĕмĕр хушши вĕренỹ сферинче тимлекен аслă категориллĕ учитель çамрăк ăрăва тăван сăмахлăха аталантарма ăс панипе пĕрлех, тĕрĕ ăсталăхĕ урлă культура еткерлĕхне упрама та хăнăхтарать. Чăваш чунлă чăн-чăн ЧĂВАШ...
Зинаида Свеклова.