Тата 355 çăл куç _ реестрта

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе çăл куçсене çĕнĕ пурнăç парас ĕç малалла пырать. Республикăри реестра кăçал тата 355 çăл куçа кĕртнĕ, вĕсем халĕ пĕтĕмпе 875 шутланаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ маларах çак ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнăччĕ: "Эпир питĕ интереслĕ те ырă акци йĕркелесе ятăмăр. Çак пуçару çирĕп йăлана кĕрессе, çынсене тăван çут çанталăка упрама хавхалантарасса шанса тăратăп. Пирĕн пĕрлехи ĕçе республикăри пысăк предприятисем те хутшăнни ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

"Чăваш Ен çăл куçĕсем" проект 2024-çулта старт илнĕччĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ: экологи культурине ỹстересси, регионти çăл куçсене упраса хăварасси, вĕсен реестрĕпе карттине туса хатĕрлесси.

Е.ЖОЛОБОВА.



21 ноября 2025
17:51
Поделиться