Тĕл пулура _ правопа йĕрке сыхлавçисем

"Полици тата ачасем" оперативлă профилактика акцийĕпе килĕшỹллĕн, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче право тата йĕрке сыхлавçисемпе тĕл пулу иртрĕ. Вĕсем: Шăмăршă муниципалитет округĕн прокурорĕ Александр Данилов, Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕ Наиль Тепитов. Тĕл пулура çак ыйтусене çĕклерĕç: пирус туртнин тата эрех ĕçнин сиенĕ, йĕркене пăснăшăн тата преступлени тунăшăн явап тытмалли мерăсем, обществăлла вырăнсенче хамăра тытмалли правилăсем, интернетпа тата банк карттисемпе усă курнă чухнехи хăрушсăрлăх, мошенничество.

Çамрăк ăрушăн çакăн евĕр профилактика ĕçĕ усăллă пуласса шанас килет.

Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



21 ноября 2025
11:33
Поделиться