"Тухтăр амбулаторийĕнче строительство ĕçĕ вĕçленнĕ"
ÇАПЛА пĕлтерчĕ пире Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова.
Палтиелĕнчи çĕнĕ медицина амбулаторине Шăмăршăри "Строитель плюс" ООО строителĕсем кăçал çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра кунта сĕтел-пуканпа оборудовани вырнаçтараççĕ. Амбулатори тав- рари ялти 1500 ытла çын сывлăхне хỹтĕлĕ.
Ирина Анатольевна Пăчăрлă Пашьел тухтăр амбулаторине тĕпрен юсас ĕç вĕçленсе пынине те палăртрĕ. Кунта халĕ хулари больницăран пĕрре те кая мар: çурт тултан та, шалтан та илемлĕ. Туалетсемпе ваннăйсене тата ятарлă пандуса сусăр çынсене çăмăллăх пултăр тесе вырнаçтарнă.