"Тумлам çине тумлам _ кỹлĕ пулать"
Кирек мĕнле пĕлтерĕшлĕ ĕç те пĕчĕккинчен пуçланать. Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшмашкăн округ хастарĕсем хăйсенчен мĕн кирлине тума тăрăшаççĕ. Кам _ укçан, кам _ япалапа, кам апат-çимĕçпе пĕрлехи гуманитари юхăмне хăйсен тỹпине хываççĕ.
Акă Шăмăршăри "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕ йĕркеленипе округ гражданĕсем пĕрлехи пулăшу фондне хăйсен япалисене кỹрсех тăраççĕ. "Асанне арчи" акципе килĕшỹллĕн, хĕрарăмсем пусма татăкĕсене округри Культура керменне çитереççĕ е арçыннăн аялти йĕмне, вырăн таврашне çĕлесе параççĕ. Ку енĕпе хăй тĕллĕн вĕреннĕ Галина Веденеева, Ольга Миронова, Любовь Давыдова, Антонина Давыдова, Людмила Кузьмина, Елена Севрюгина, Роза Угарина çĕвĕçсене мухтамалла, вĕсемех кĕске вăхăтрах 20 пончо плащ, 20 мăшăр гетры çĕлесе ĕлкĕртрĕç. Нина Балянина, Дарья Леонтьева, Надежда Спиридонова, Валентана Тускаева пек ыр кăмăллă хĕрарăмсем килти пусма тавара усăллă ĕçшĕн яраççĕ.
Çак кунсенче Зойăпа Геннадий Иванскисем (Роллтон, пĕремĕк, конфет, çăратнă сĕт коробкисем), Марина Никина (15 пачка кĕрпе), Галина Чатта (консерваци) апат-çимĕç кỹчĕç.
Маскировка сетки çыхасси хĕрсех пырать. Халĕрех акă Луганск тăрăхне кăна 20 хỹтлĕх карри ăсатма май килчĕ. Заказ килсех тăрать. Кирлĕ япалана вăхăтра ăсатма-леçме тăрăшатпăр. Пиртен _ тылрисенчен _ фронтра ăнăçу тăвасси нумай килет. Çавăнпа та ирĕклĕхшĕн çапăçакан салтакăмăрсене пулăшма ỹркенер мар, тусăмăрсем. Фронта пулăшас кăмăллисене çак телефонпа çыхăнма ыйтатпăр: 89278538481.
В.Еремеева, Шăмăршăри "Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!" пуçару ушкăнĕн ертỹçи.