Тупса панă хĕр "ылтăн" арăм пулчĕ
ХУСАХ пурнăçĕ нумаях тăсăлчĕ _ çаплах вăтăр икĕ çула та çитсе тăтăм. Аттепе анне те, тăвансем те мана авлантарасшăн пулчĕç. Юлашкинчен кỹршĕ районта пурăнакан аппа хытах каларĕ: "Сан валли хам хĕр тупса паратăп, авланмасан сана хамăн шăллăм тесе шутламастăп!"
Кайрăм пĕрре çапла аппасен ялне. Аппапа йысна пỹрт ăш-чиккине çума шутланă, çынсене те чĕннĕ. Тăватă хĕрарăм. Пĕри _ çамрăкрах, ман çулалли пулмалла. Йыснапа иксĕмĕр шыв йăтса тата ăшăтса тăтăмăр, пỹртри сĕтел-пукана куçарма пулăшрăмăр. Хĕрарăмсем калаçса-кулса пỹрт стенисене çуса тасатрĕç. Ĕç вĕçленсен пурте апата лартăмăр. Аппа мана леш çамрăк хĕрарăм çумне ларма сĕнчĕ. Пĕрер черкке пушатнă хыççăн чĕлхе те уçăлчĕ: эпĕ кỹршĕрен унăн ятне те, ăçта ĕçленине те ыйтса пĕлтĕм. Маша ятлă иккен, ялти садикре ĕçлет. Сăмах çине сăмах _ хампа та паллаштартăм.
_ Авланман-ха, хама килĕшекен хĕр е хĕрарăм шыратăп, _ терĕм чăнласа та, шỹтлесе те.
_ Настя аппу сан пирки каларĕ-ха мана, _ кула-кула сăмахларĕ Маша. _ Мĕнех, арăм валли кандидатура санпа юнашарах ларать! Тиркеместĕн-и?
Шỹтлесе те кулса "хĕр çураçрăм" çапла. Маша пĕрре качча кайса килнĕ иккен, упăшки ĕçкĕпе иртĕхнипе уйрăлма тивни çинчен пĕлтерчĕ.
_ Манăн пĕр услови: пĕрле пурăнма пуçласан эрех-сăмакун таврашне хăнана кайсан çеç ĕçме юрать, ытти чухне пырса та ан перĕн!
Çак "условие" пурнăçлама кăмăл туртмарĕ пулин те, Машăпа килĕшрĕм. Çав каçхинех йысна иксĕмĕре машинăпа хамăр яла леçсе ячĕ.
Унтанпа çирĕм çул та иртрĕ. Машăпа иксĕмĕрĕн хĕрпе ывăл çитĕнчĕ, иксĕмĕрех тăрăшса çĕнĕ çурт-йĕр çавăртăмăр. Мăшăр лартнă "условие" нихçан та пăсман: хăнана кайсан е çурта хăна килсен çеç ĕçкелетĕп, ытти чухне урă пурнăç йĕркине тытса пыратăп.
Авланма хăраса тăракан ватă каччăсене эпĕ çывăх çыннăрсем хĕр е хĕрарăм тупса панине кăмăлласах йышăнма сĕнетĕп.
Ĕмĕр иккĕ килмест, пурнăçа хăраххăн та тăлăххăн ирттерсе телейсĕр пулас марччĕ.
ГЕОРГИЙ.