"Усă кỹрĕ е сывлăхсăр хăварĕ?"
НОЯБРĔН виççĕмĕш кĕçнерникунĕнче туртма пăрахмалли куна паллă тăваççĕ. Ку _ ăнсăртран мар.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ (ВОЗ) пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчери аслă ăру çыннисен 10 проценчĕ сигарет туртнине пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Статистика пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, кашни 6 секундра _ пĕрререн кая мар, çулталăкра 5,2 млн ытла çын вилет.
Чăн та, пĕр хут чĕлĕм туртнипех вилмеççĕ, анчах та туртаканăн организмĕ нумай çул хушши арканса пырать. Газ йышши хутăшри никотин, сăмала, наркăмăш çын сывлăхĕшĕн çав тери сиенлĕ. Вĕсем сывлав органĕсене _ альвеолăна, бронхсене, ỹпкене _ йывăр чире яраççĕ, ỹпке ракĕ патне те çитереççĕ.
Пирус туртни _ чĕрепе юн тымарĕсен чир-чĕрĕн сăлтавĕ те. Çỹлерех асăннă сиенлĕ япаласем юна лексе варалаççĕ, юн тымарĕсене пĕрĕнтереççĕ. Юн çаврăнăшĕ япăхланать, тромбсемпе бляшкăсем пулса каяççĕ, юн тымарĕсене хуплаççĕ. Унтан... инсульт е инфаркт пулать.
Сĕлекепе пĕрле наркăмăш лекнĕрен, ялан туртаканăн апат хуранĕ (желудок), хырăм ай парĕ (поджелудочная железа) онкологи чирне парăнаççĕ. Инфекци чир-чĕрне те çĕнейми пулать организм: наркăмăшлă тĕтĕме çăтни иммунитета чакарать. Çавна май тĕрлĕ чир çыпçăнать.
Сигарет кăларакан компанисем, туртнă чух усă курмалли тĕрлĕ устройство кăлараççĕ. Вĕсем тавар туянаканшăн _ илĕртỹллĕ, сутаканшăн _ тупăшлă. Çын сывлăхĕ çинче укçа-тенкĕ тăвакан нумайлансах пырать.
Хăш-пĕр компани туртма пăрахмашкăн "пулăшать": туртас килекен туйăма сĕвĕртмешкĕн çĕнĕрен те çĕнĕ препарат кăларать. Вĕсене ĕçсен туртма пăрахма мар, тата вăйлăрах туртма пуçлани те пулать. Ку каллех _ производителе пуйтаракан тĕслĕх. Алла пирус тытиччен шутламалла: усă кỹрĕ-ши вăл е сывлăхсăр хăварĕ?
З.Воробьева.