Вут-кăварпа асăрхануллă пулăр!
ИРТНĔ канмалли кунсем Шăмăршă муниципалитет округĕшĕн хурлăхлă хыпарсемпе те паллă пулса юлчĕç.
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче _ 15 сехет те 17 минутра _ Пуянкассинчи К.Маркс урамĕнче гараж çунма пуçланă. Вут-кăвар тухнипе 25 тăваткал метр лаптăклă гараж çуннă, пушарта 2020-çулта кăларнă Лада Веста автомобиль те сиенленнĕ.
Юрать-ха, пушарнăйсем вăхăтра çитнипе пурăнмалли çурт-йĕрпе ытти хуралтăна çăлса хăварнă. Малтанласа палăртнă тăрăх, пушар сăлтавĕ _ электрооборудовани юсавсăр пулнинче. Çак сăлтавпах ноябрĕн 17-мĕшĕнче 5:00 сехетре Шăмăршăри Ленин урамĕнче теплица çунма пуçланă. Вут-кăварта 12 тăваткал метр йышăнакан теплица тата электроприводлă инвалид коляски çунса кайнă.
Граждансем! 2025-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче 11 пушар тухнине регистрациленĕ, вут-кăвар 1 млн. та 200 пин тенкĕ ытла тăракан пурлăха пĕтернĕ. Пушарта 7 хуралтă çунса кайнă, 7-ĕшĕ вăйлă сиенленнĕ.
Пушар тухнин тĕп сăлтавĕсем çаксем: электрооборудованипе усă курмалли правилăсене пăхăнманни тата вут-кăварпа асăрханусăр пулни. Электрооборудовани юсавсăрлăхĕпе _ 6 пушар, вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе тухнă 3 пушар çакна çирĕплетет.
Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта вут-кăварпа уйрăмах асăрхануллă пулмалли çинчен ан манăр. Электрообогревательпе усă курнă чух ăшăтакан прибора куçран ан вĕçертĕр, килтен ăçта та пулин пăрăнатăр пулсан, розеткăран кăларса хăварăр. Килти хуçалăхра электропроводка юсавлăхне тĕплĕн тĕрĕслĕр, удлинительпе кĕске вăхăтлăха кăна усă курма тăрăшăр. Кил-çуртра вут-кăвар тухнине çийĕнчех сисес тĕллевпе автономлă тĕтĕм датчикне вырнаçтарма сĕнетпĕр. Çак датчик _ хаклă мар (600 тенкĕ е кăштах ытларах), "Крона" маркăллă батарейкăпа ĕçлет. Датчик çуртра кăштах тĕтĕм тухсанах хытă сигнал парать, çывăракан çынна вăратать. Çакă çынна вилĕмрен çăлса хăварма пулăшать тата вут-кăвара çийĕнчех сỹнтерме май парать.
Асра тытăр: пысăк инкек ан пултăр тесен, пурин те çав тери асăрхануллă пулмалла!
Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен службăн Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçĕ.