"Ах, хăта, лашасăр мĕнле пурăнмалла?"
"ПАТША вăрçине илнĕ лашасене ялтан салтак юрри юрласа, ал шăлли вĕçтерсе, куççуль тăкса ăсатса ятăмăр" (1900-çулта çуралнă Анна Малеевăран (Шăмăршă районĕ, Кивĕ Чукал ялĕ) 1969-çулта А.Салмин студент çырса илнĕ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн архивĕнчен).
ВУН ТĂХХĂРМĔШ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕ пурнăç шайĕпе чи юлашки вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Хресченсен пысăк пайĕ чухăн шутланнă, хăшĕ-пĕрин çĕр те пулман. Ялта лаша шучĕ çултан çул сахалланса пынă. 1891-çулхи выçлăх вăхăтĕнче уесра лаша йышĕ 65 процент таран чакнă.
Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Пăва уесĕнче те хăш-пĕр ырă улшăну палăрма тытăнать. 1905-1907-çулсенчи революци хыççăн пуянсем хресчене хытă "пăркăчлани" ырри патне илсе çитермессине ăнланма тытăнаççĕ. 1911-çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин земство управĕ Пăва уесĕнче çырав ирттерет.
Çак çырав кăтартса панă тăрăх, Карапай Шăмăршăра _ 192, Çĕнĕ Тăрăнта _ 49, Асанкассинче _ 186, Пăчăрлă Пашьелĕнче _ 338, Варваринăра _ 20, Никишинăра _ 78, Вырăс Чукалĕнче _ 116, Кивĕ Чукалта _ 269, Шамккайра _ 166, Улмаллăра _ 67, Энтĕрьелĕнче _ 99, Патирекре _ 150, Капар çырми çинчи Палтиелĕнче _ 129, Матак çырми хĕрринчи Палтиелĕнче _ 41, Палтиел _ Уразлеевăра _ 58, Васанта _ 163, Ярăславра _ 126, Тури Чаткасра _ 114, Кахăрлă Шăхалĕнче _ 64, Пуянкассинче _ 108, Ирçе Тĕккинче _ 75, Хайпăлара _ 106, Анат Чаткасра (Николаевское) _ 246, Çĕнĕ Шăмăршăра _ 96, Кивĕ Шăмăршăра _ 153, Виçпỹрт Шăмăршăра _ 212, Шăмăршăра _ 108, Помаево вулăсне кĕнĕ Пулмантăшра 185 лаша усранă.
Çав вăхăтрах лашасăр хуçалăхсене те шута илсе тухнă. Кун пеккисем Карапай Шăмăршăра _ 17, Çĕнĕ Тăрăнта _ 9, Асанкассинче _ 37, Пăчăрлă Пашьелĕнче _ 32, Никишинăра _ 26, Вырăс Чукалĕнче _ 39, Кивĕ Чукалта _ 20, Шамккайра _ 60, Улмаллăра _ 21, Энтĕрьелĕнче _ 3, Патирекре _ 39, Капар çырми çинчи Палтиелĕнче _ 7, Матак çырми хĕрринчи Палтиелĕнче _ 9, Палтиел- Уразлеевăра _ 16, Васанта _ 17, Ярăславра _ 3, Тури Чаткасра _ 12, Кахăрлă Шăхалĕнче _ 4, Пуянкассинче _ 10, Ирçе Тĕккинче _ 19, Хайпăлара _ 6, Анат Чаткасра (Николаевское) _ 12, Çĕнĕ Шăмăршăра _ 1, Кивĕ Шăмăршăра _ 5, Виçпỹрт Шăмăршăра _ 21, Шăмăршăра _ 11, Пулмантăшра 36 хуçалăх шутланнă.
Çырав ирттерекенсем юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă (текста вырăслах илсе кăтартатăп):
«Крестьянская лошадь Шемуршинского и Шамкинского волостей слаба и мелка: из взрослых лошадей, вполне способных к тяжелым работам, в среднем лишь 25,1%, а из крестьянских лошадей от 1 аршина 14 верешков до 2 аршин – 22,2%, а выше 2 аршин 8,6%».
Хресчен лашисене хак парса тухни Раççей çарĕ валли кирлĕ пулнă: самана лăпкă тăман чухне, кĕтмен лару-тăру сиксе тухас пулсан, хăш вулăс миçе лаша тăратма пултарнине шута илнĕ. Çакна "Военно-конская перепись" тенĕ.
Çырав Чĕмпĕр кĕпĕрнинче лаша ĕрчетес ĕçе тĕпрен лайăхлатмаллине кăтартнă.
1911-1913-çулсенче Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсене Чĕмпĕрти тата Пăвари лаша ĕрчетекен заводсенчен 45 пуç ăратлă ăйăрпа 12 пуç кĕсре илсе килнĕ, "Çар заказĕпе" вĕсене çирĕп хуçалăхлă хресченсене валеçсе панă. Çамрăк тихасене Раççей çарĕ валли тăрантарса усрама хушнă. Селекци ĕçĕ хăйĕн "çимĕçне" панă: Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенче çỹллĕ лашасен йышĕ (150 сантиметр ытла) _ 20 процента яхăн, вăтам лашасен йышĕ (125-150 сантиметр) _ 54 процента яхăн ỹснĕ. Пĕчĕк те халсăр лашасем 26 процентран ытла пулман. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине Шăмăршă вулăсĕнчен _ 350, Шамккай вулăсĕнчен 375 лашана урапи-çунипе пĕрле илнĕ. Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Пăвана кайма çула тухнă лашасемпе _ арçынсене фронта ăсатнă пекех _ вĕри куççуль тăкса тата салтак юррипе сыв пуллашнă."Ах, хăта, лашасăр мĕнле пурăнмалла?" _ 100 çул каяллахи çак каларăш халăх асĕнче паян кунчченех упранса юлнă. Фронтри услови лашасемшĕн те питĕ йывăр пулнă: вĕсем пăшал тата артиллери пенипе вилнĕ, чир-чĕрпе аптăранă, наркăмăшлă газпа та минренĕ. Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенчен вăрçа илнĕ пĕр лаша та каялла таврăнайман.
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)