Ан васка ватăлма

Аннемĕр _ савнă мăшăр,

Аннемĕр _ пирĕшти.

Çук пирĕн пурнăç сансăр,

Çавна туятăн-и?

Анне вăл _ юрату хĕлхемĕ,

Анне вăл _ пурăнăç тĕвви,

Этеме пурнăç параканĕ.

Шел, расна кашнин шăпи.

Аннемĕр, ачушăн эсĕ _ тĕслĕх.

Курса ỹсеç вĕсем сана.

Аннемĕре пур мухтамалăх, _

Пуçа таяп сан умăнта.

Аннемĕр, эсĕ _ пултаруллă.

Эс _ пит ĕçчен те тăрăшуллă.

Манса ан кай хăвна пăхма.

Аннемĕр, ан васка ватăлма.

Галина Афанасьева, Кахăрлă Шăхаль ялĕ.



28 ноября 2025
16:59
Поделиться