Аннесене чысларĕç юрăпа
Ылтăн мар-ши эс, анне? Кĕмĕл мар-ши эс, анне? Ылтăн пек, ай, хаклă-çке, Кĕмĕл пек, ай, сумлă-çке. Ылтăнран та пахарах, Кĕмĕлрен те сумлăрах.
Юрий СЕМЕНТЕР, Чăваш халăх поэчĕ
ЫТЛАРИКУН Шăмăршă Культура керменĕ округри аннесене чысласа тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕ. "Юрату ăшăтакан чĕресем" ятпа иртнĕ уява çĕр-шыври Анне кунне халалларĕç. Программăра: правомобиль, Пĕтĕм Раççейри "Геройсен çемйи" проектăн фотовыставкине уçни, волонтерсен ĕçне халалланă "Искусствăпа çыхăннă ырăлăх" выставка, "Хамăрăннисене пăрахмастпăр" мастер-классем, уяв концерчĕ.
Чун-чĕререн тухакан чи ырă сăмахсемпе залра ларакансене Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Светлана Павлова, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Чăваш Республикинчи Тăван çĕр- шыв хỹтĕлевçисен комитечĕн ертỹçи Ольга Владимирова саламларĕç. СВОра çапăçакан воинсен амăшĕсемпе мăшăрĕсене, фронта пысăк пулăшу паракан волонтерсене Тав çырăвĕпе хавхалан- тарчĕç.
А.АЛЕКСАНДРОВА.