"Чиперккесем _ маттур!"

Шăмăршăри Культура керменĕнче "Шăмăрш Енĕн чиперкки _ 2025" ("Мисс Шемуршиночка _ 2025") илемпе талант конкурсĕ пулчĕ. Округри ача сачĕсен 6 пултаруллă хĕрачи тĕрлĕ енĕпе ăсталăхне кăтартрĕ. Вĕсем: харпăр хăйĕнпе паллаштарасси, хăйсен аллипе тунă тетте-пуканене халăх умне кăларасси, илемлĕ пултарулăх номерне кăтартасси. Конкурсанткăсем кашнийĕ хăйне евĕрлĕхпе, илĕртỹлĕхпе, пултарулăхпа, артистла ăсталăхпа палăрчĕç. Хĕрỹ тупăшура "Шăмăрш Енĕн чиперкки _ 2025" ята Вера Большакова (Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕ) çĕнсе илчĕ. "Хăйне евĕрлĕ чиперкке" ята _ Варвара Токтарева (Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ çумĕнчи шкулчченхи ушкăн), "Илĕртỹллĕ чиперкке" ята _ Мария Столярова (Карапай Шăмăршăри "Василек" ача сачĕ), "Пĕчĕк модница" ята _ Елизавета Востокова (Шăмăршăри "Аленушка" ача сачĕ), "Ытарайми чиперккке" ята _ Дарина Паймина ("Аленушка"), "Куракансем килĕштернĕ чиперкке" ята Евангелина Васильева (Пуянкасси пуçламăш шкулĕ çумĕнчи шкулчченхи ушкăн) тивĕçрĕç.

А.Александрова.



28 ноября 2025
17:01
Поделиться