"Чĕпсене" шутлар-и, çĕр ĕçченĕ?"
ХĂÇАН канма пĕлетĕн-ши, хресчен? _ тенĕччĕ эпĕ ял ĕçченне халалланă пĕр сăввăмра. Акă ĕнтĕ уй-хирте тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха кĕлете кĕртнĕ, халĕ канмалла кăна пек. Анчах çук çав: кĕрхи сухана хутшăннă плугсене тăпраран- пылчăкран тасатса урата çине вырнаçтарса лартмалла, çанталăк сивĕтиччен тырра тепĕр хут сортировка витĕр кăларса çитес çур аки валли вăрлăх хатĕрлемелле, хакĕ тата та ỹссе кайиччен çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕ туянмалла тата ытти те, тата ытти те.
Хĕвел çаврăнăш çитĕнтернĕ фермерсем вара çанталăк сивĕтессе кĕтеççĕ: чылайранпа çумăр çунипе комбайн хире кĕреймест. Тăпра шăнсан, çу паракан çак культурăна чиперех пуçтарса кĕртĕç-ха.
_ Çут çанталăка сыхлакан обществăн пире преми памалла _ ушкăн-ушкăн хур кайăк, кайăк кăвакал тата ытти çунатлă тус хĕвел çаврăнăш çисе ăшă енне кайма çу пухрĕç, _ тет кула-кула Шăмăршăри Александр Егоров фермер. Тухăçăн пĕр пайне вĕçен кайăк çинĕшĕн питех пăшăрханмасть-ха вăл: мĕн пуррине тирпейлĕ пуçтарса кĕртесчĕ кăна.
"Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ", _ тенĕ ваттисем. Паян кашни гектартан миçе центнер тырă илни те паллă. Камăн пỹлми туллирех, кам кĕтнĕ чухлĕ тухăç илеймен? Тухăçăн пысăк пайĕ çанталăкран килет пулин те, çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕ те кайри вырăнта мар. "Тарла-тарла ĕçлесен юрла-юрла çиетĕн", _ темен-и-ха ваттисем?
Сăмахăмăра кĕр тырринчен пуçлар-ха. Кăçал округра кĕрхи тулă 1287,7 гектар çитĕнтернĕ. Кашни гектартан вăтамран 48,7 центнер пуçтарса кĕртнĕ.
Чи пысăк тухăç _ Виçпỹрт Шăмăршăри "Победа" ОООн. Кунта 375,7 гектар çинчи кĕрхи тулă, чăннипех те, рекордлă тухăç панă _ кашни гектар 61-шер центнерпа савăнтарнă.
Пуянкассинчи "Колос" Агрофирма" ОООра та рекорд: гектартан 55,9 центнер. Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер кашни гектартан _ 68,3-шер, Шăмăршăри Александр Егоров фермер _ 50-шар, Çĕнĕ Тăрăнти Татьяна Иванова фермер _ 49-шар, Хĕрлĕ Васанти Василий Павлов фермер _ 36-шар, Анат Чаткасри Петр Майоров фермер 33-шер центнер кĕрхи тулă пуçтарса кĕртнине те пысăк çитĕнỹ теме пулать.
Çурхи тулă та савăнтарчĕ: Елена Пондякова фермер гектартан _ 53,5-шер, Зульфия Аллямова фермер _ 49-шар, Олег Хлюкин фермер _ 41-шер, Александр Егоров фермер _ 40-шер, Геннадий Макаров фермер 37-шер центнер тухăç илме пултарчĕç. Надежда Угарина, Фазулла Рахматуллов, Петр Майоров, Татьяна Иванова фермерсен ĕç кăтартăвĕ те _ лайăххисен шутĕнче.
Урпа тухăçĕ каллех "Победа" ОООра чи пысăкки _ гектартан 70-шер центнер. Елена Пондякова, Татьяна Иванова, Александр Егоров, Геннадий Макаров, Фазулла Рахматуллов, Юрий Лепешкин, Олег Хлюкин, Андрей Юнкеров фермерсем те урпа тухăçĕпе савăнма пултараççĕ. Сĕлĕ "АгроТрансПорт" ОООра гектартан 31,74 центнер тухăç панă. Глира Алеева, Сергей Данилов, Александр Егоров, Марина Кузьмина, Юрий Лепешкин, Елена Пондякова, Олег Хлюкин фермерсем те кăçал сĕлĕ çитĕнтерсе чапа тухрĕç.
Пăрçа пирки калас пулсан, кăçал çак культура та савăнтарчĕ: округĕпе гектартан 37,5 центнер тухăç илнĕ. Елена Пон- дякова фермер хуçалăхĕнче 48,5-шер, "Колос" ОООра _ 41,6- шар, Надежда Угарина фермер хуçалăхĕнче _ 35-шер, Геннадий Макаров фермер хуçалăхĕнче _ 30-шар, Татьяна Иванова фермер хуçалăхĕнче 29-шар центнер тухăç панă. Округра кăçал 157,67 гектар соя çитĕнтернĕ.Çак культура тухăçĕ "Победа" ОООра чи пысăкки _ гектартан 48,2 центнер. Геннадий Макаров фермер гектар пуçне _ 15-шер, Юрий Лепешкин фермер 20-шер центнер тухăç илнĕ. Çĕр улми 39 гектар йышăннă, кашни гектартан вăтамран 228,7 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Иван Кувайский, Владимир Исаев, Анатолий Андреев, Андрей Юнкеров фермерсем "иккĕмĕш çăкăра" çитес çул пысăкрах лаптăк çинче туса илме шутлаççĕ. Хĕвел çаврăнăшне 2157 гектар çинче çитĕнтернĕ. Хальлĕхе гектар тухăçĕ вăтамран 24,3 центнерпа танлашать. Çу паракан çак культурăна фермерсем пĕтĕм лаптăк çинчен пуçтарса кĕртеймен-ха, çавăнпа та вăтам тухăç ỹсме те, чакма та пултарĕ.
Эпĕ асăнса тухнă цифрăсем хыçĕнче _ мухтава тивĕçлĕ ĕçчен çынсем. "Ăнсăртран ỹсĕм пулчĕ, пире кăçал ăнчĕ", _ теме юрамасть. Çитĕнỹ сăлтавĕ _ çанă тавăрса, тар кăларса ĕçленинче, çĕр ĕç культурине лайăхлатса тухăçа ỹстернинче. Ан тив, хăшĕ-пĕри кăçал ăмăртура мала тухаймарĕ, апла пулин те вĕсем алла усмаççĕ. Мал ĕмĕтпе, хăйсене çирĕплетсе панă çĕр çинче ĕçлесе пысăк тухăç илес шухăшпа пурăнаççĕ. Вĕсене канăçсăр та йывăр ĕçре ăнăçу çеç сунар.
Ив.САЛАНДАЕВ.