Чăваш йăли-йĕркине _ анлă çул

Шупашкарти 38№ вăтам шкула ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн, Марий Элăн, Тутарстанăн çамрăк таланчĕсемпе педагогика ĕçченĕсем пухăннă. Вĕсене "Халăхсен туслăхĕнче _ Раççей пĕрлĕхĕ" 3-мĕш Регионсем хушшинчи наци культурисен фестиваль-конкурсĕ пĕрлештернĕ. Мероприяти тĕллевĕ: нацисен традицийĕсене упрасси-аталантарасси, çĕр-шыври халăхсем хушшинче культура çыхăнăвĕсене çирĕплетесси.

Шăмăршă муниципалитет округĕнчен пĕлтерĕшлĕ фестиваль-конкурсра Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе воспитанникĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартнă. 4-класс ачисем (ертỹçи _ Елена Сандрейкина) "Тăван енĕн юррисем" номинацире чăваш халăх юррисене чуна тыткăнламалла шăрантарнă. "Халăх вăййисем" номинацире 3-класс шăпăрланĕсем (ертỹçи _ Елена Угарина) "Çерем пăсса вир акрăм" чăваш халăх вăййи тăрăх ăсталăх класĕ кăтартнă. Унта мероприятин ытти участникĕ те кăмăлтан хутшăннă. "Çемьери тата шкулти наци традицийĕсем" методика ĕçĕсен конкурсĕнче пуçламăш классен вĕрентекенĕ Елена Угарина 3-мĕш степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ.

Фестиваль-конкурс участникĕсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене _ Елена Васильевнăпа Елена Михайловнăна _ пысăк çитĕнỹпе ăшшăн саламлатпăр. Малашлăхра та ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума ырлăх-сывлăх, çирĕп пĕлỹ, ăнтăлу сунатпăр.

Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



28 ноября 2025
17:01
Поделиться