Демографи лару-тăрăвне нумай ачаллă çемьесем лайăхлатаççĕ

Демографи лару-тăрăвне нумай ачаллă çемьесем лайăхлатаççĕ

ПАТШАЛĂХ пулăшăвне туйса, Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесен йышĕ çултан çул ỹссе пырать. 2012-çулпа танлаштарсан, вĕсен йышĕ 2,7 хут пысăкланнă, 2025-çулта 23 пин çемьене çитнĕ.

Çак цифрăсене ноябрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ "Аталанăвăн демографи векторĕ: çемьесене пулăшасси тата ача çуратассине ỹстермелли стимулсем" стратеги сессийĕнче илсе кăтартнă. Сесси ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

"Пирĕн малашнехи тĕп задача _ республика халăхĕн йышĕ чакассине чарса лартасси, _ тенĕ Олег Николаев. _ Çак тĕллеве пурнăçлама пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ енпе ĕçлемелле. Пĕрремĕшĕ _ миграцие тĕрĕс йĕркелемелле, кунта пурăнакансем урăх вырăна куçса ан кайччăр тесе тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе шкул выпускникĕсене Чăваш Енре çирĕплетсе хăвармалла. Юлашки çулсенче выпускниксен 80 проценчĕ пирĕн аслă шкулсемпе техникумсене суйласа илни шанăçа ỹстерет. Вĕсенчен нумайăшĕ хамăр республикăнах ĕçлеме юлса çемье çавăрать, çапла майпа демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать. Иккĕмĕш ен вăл _ çемьесене ача çуратма хавхалантарасси. Çамрăк çынсене карьера тăвас е çемье йĕркелес ыйту ан пăшăрхантартăр. Ача çуратсан патшалăх пулăшасса çирĕп шанса тăччăр".

Сесси пĕтĕмлетĕвĕ демографипе çыхăннă проектсене презентацилесси пулнă. Унăн кăтартăвĕсем демографи йышăнăвĕсен банкне йĕркелеме пулăшĕç.

Е.ЖОЛОБОВА.



28 ноября 2025
18:01
Поделиться