Хаçат мана поэзипе çывăхлатрĕ
Район хаçачĕ _ маншăн пĕлỹ çăл куçĕ, ăсталăх лаççи, пирвайхи канашçă, чун уççи.
Округра пулса иртекен мероприятисем, ĕç маякĕсем çинчен чи малтан "Шăмăршă хыпарĕнчен" пĕлетĕп. Мана, фармацевтика системинче 41-мĕш çул тăрăшакана, чи малтан сывлăх сыхлавне халалланă статьясем тыткăнлаççĕ. Çавăн пекех, патриотизм, вĕренỹпе воспитани темисемпе кун çути куракан материалсем маншăн çывăх.
Район хаçачĕн витĕмне пулах эпĕ поэзи тĕнчине лекрĕм. Кунта пичетленекен сăвăлла хайлавсене вуласах хам та сăвă шăрçалама пуçларăм. Редакци округ шайĕнче йĕркеленĕ "Салтак çăлтăрĕ" сăвă конкурсне хутшăнса, кăçал призер пулса тăтăм. Çакă мана поэзи асамлăхне туйтарчĕ. Патриотизм, çут çанталăк, юрату темипе сăвă хыççăн сăвă шăрçалатăп. Шел, вĕсем валли хаçат страницисенче сахал вырăн уйăраççĕ. "Литература страници" тухсан авторсем сăввисене час-часах пичетлеме май тупĕччĕç.
Мария Левендеева, Шăмăршă ялĕ.