Хаклă ачам! Юратнă ывăлăм!

ЭСĔ çут тĕнчене килнĕ хыççăн сана пирвайхи хут аллăма илсе кăкăр çумне чăмăртасан Турăран çапла ыйтрăм:

_ Пирĕн ывăлăмăра сывлăхлă ỹсме, телейлĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пилле, _ терĕм. Эсĕ сывлăхлă ỹссе çитĕнтĕн, Çĕр-шыва хỹтĕлемелĕх вăй-хал, ăс-тăн пухрăн. Эсĕ халĕ _ пире, тăван киле, Раççее хỹтĕлекен.

Санăн службу пĕр кун пек хăвăрт ирттĕр. Çумăнта шанчăклă юлташсем пулччăр. Лайăх командирсем тĕлне лекмелле пултăр. Ушкăнран мала ан кай, хыçала ан юл, çынпа пĕрлех пыр.

Хальччен пирĕн ята ямарăн, салтакра та хăвна йĕркеллĕ тыт. Салтак пăтти тутлă пултăр. Йывăр чухне пире аса ил, Турăран пулăшу ыйт. Пĕлсе тăр: сана чун пек кĕтетпĕр, саншăн кĕл туса тăратпăр. Çемье, çуралнă кил, тăван округ, юратнă Чăваш çĕр-шывĕн чысне куç шăрçи пек упра. Чăваш ятне çỹлте тыт! Шанатпăр: салтакран эсĕ чăн-чăн Çын пулса таврăнăн.

Сĕт çулĕпе кайса _ çу çулĕпе, хăвăн урупа утса, таврăнмалла пултăр, ывăлăм. Хăвна упра, нихçан та пуçна ан ус. Пирĕн юрату, тăван кил ăшши сана яланах вăй-хăват парса тăччăр. Яланах Турă хỹтлĕхĕнче тăр! Пехил сана, ывăлăм!

З.Воробьева. (Анат Чаткасра пурăннă тылпа ĕç ветеранĕнчен Анастасия Павловна Воробьевăран (1915 çç.) çырса илнĕ)



28 ноября 2025
17:26
Поделиться