"Хура куçлăх" тĕтрелĕхĕ е пирĕн пурнăçра ним лайăххи те çук-ши?

"ЭПИР ăçта пурăннине ан ман: пирĕн округра япăххинчен ытла урăх ним те кураймăн".

"Пирĕнни пек начар çул урăх ăçта пур-ши? Ячĕшĕн юсанă пек тăваççĕ те, шăтăк-путăкĕ çаплипех юлать..."

"Ипподромра пĕчĕк пỹртсем лартса тултарчĕç, кама кирлĕ вĕсем?"

Çакăн пек калаçнине эпĕ Шăмăршăра темиçе те илтнĕ. Критиклекенсем _ пенси çулĕнчисем çеç мар, вĕсен хушшинче çамрăксем те пур. Округра çĕнĕ объект çĕкленет-и, пуçару бюджечĕпе çул сараççĕ-и, ниме йĕркелесе çырма урлă пĕчĕк кĕпер хываççĕ-и _ кама-тăр çак ырă улшăну килĕшмест-килĕшместех.

"Шăмăршă округĕнче нимĕн лайăххи те çук!" _ сиксех тавлашрĕ манпа вăтам çулсенчи пĕр хĕрарăм.

"Чимĕр-ха, _ терĕм ăна, _ Культура керменĕ умĕнчи тĕп лапама кăçал хулари пек илемлетмерĕç-и? Халĕ кунта чаплă хăнасене илсе килсен те, намăс пулмĕ.

Карапай Шăмăршăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене чысласа чаплă палăк лартнине илтнĕ-и?

Аякри яла _ Пулмантăша _ кайса курăр-ха тата! Мĕнешкел чаплă кану вырăнĕ турĕç, хула паркĕнчи пек илемлĕ тенкелсем вырнаçтарчĕç. Урамрах концерт лартма сцена та пур.

Е тата Чаткас тăрăхне çитме тăрăшăр. Кăçал кунта пуçару бюджечĕн программипе _ 2920 метр, "Транспорт системине аталантарасси" программăпа 2679 метр асфальт çул сарчĕç.

Пуçару проекчĕпе Кивĕ Чукал клубне çĕнетнĕ, Шăмăршăри Ленин урамĕнче ача-пăча вылямалли площадка тунă, Культура керменĕнче кĕçех çĕнĕ кинозал хута кайĕ. Çак кунсенче Палтиелĕнче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ уçăлни пысăк ĕç мар-и? Çавăн пекех Пăчăрлă Пашьелĕнчи тухтăр амбулаторине те ăста строительсем тĕпрен юсаса кермен пек чаплă тунă.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче пуçару проекчĕпе кăçал 31 проект пурнăçа кĕрет, çак ĕç валли 75 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Вун пĕр проект _ çул юсассипе, сакăр проект _ ял инфраструктурине аталантарассипе, виçĕ проект _ яла тирпей-илем кĕртессипе, виçĕ проект- спорт площадкисем тăвассипе, пилĕк проект масар картине çĕнетессипе çыхăннă".

"Эсир каланине ĕненес пулсан, Шăмăршăра тем те тăваççĕ, _ тинех лăпланнă пек пулчĕ манпа калаçакан хĕрарăм. _ Эпир вĕсем çинчен пĕлместпĕр те, пире никам та пĕлтермест. Вара ирĕксĕрех "сарафанлă радио" хыпарĕсемпе киленсе пурăнатпăр".

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнмалла! _ сĕнỹ патăм кăмăлĕ çаврăнма пуçланă хĕрарăма. _ Хаçатăн кашни номерĕнчех ырă хыпарсем пичетленеççĕ. Паллах, çитменлĕхсене те асăнатпăр. "Сарафанлă радио" пĕлтернине çеç итлесен пурнăçран тăрса юлма пултаратăр".

Редакцие килнĕ пĕр çамрăк çын Шăмăршăра футбол вăййи юхăннишĕн тарăхса калаçрĕ. Ăна "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ "Модульлĕ Футбол манежĕ тăвасшăн" заметкăна вулама сĕнтĕм. Унта çапла çырнă: "Чăваш Республикине 2025-2030-çулсенче аталантармалли Комплекслă программăра Шăмăршăра çивиттиллĕ модульлĕ футбол манежĕ тума палăртнă. Хальхи вăхăтра çак спорт объекчĕ валли вырăн шыраççĕ".

"Ку хыпара эпĕ пĕлмен, каçарăр", _ çапла каласа уйрăлчĕ манпа çамрăк çын.

Округ пурнăçне хура куçлăх тĕтрелĕхĕ витĕр çеç хакличчен тĕрĕс хыпар пĕлме тăрăшсан лайăхрах мар-ши? Апла пулсан, пурин те 2026- çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнма тăрăшмалла. Сире почтăра та, редакцире те хапăл тусах кĕтеççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



28 ноября 2025
16:05
Поделиться