Марина Васильева _ финалта!

РАÇÇЕЙ Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ "МедиаПоле" наци премийĕн регионти тапхăрĕн çĕнтерỹçисене палăртнă. Финала Чăваш Республикинчен виççĕн _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнчен Марина Васильева тухнă. Марина _ нумай ачаллă анне. Йышлă кил-йыш ăна çемьен кайăк-кĕшĕк фермине йĕркелеме нумай пулăшнă. Фермăра экзотика вĕçен кайăкĕсем те пур, вĕсен чĕпписене Марина килти инкубаторта хăех кăларать.

Çак эрнере Марина Васильева Мускавра иртекен финал ăмăртăвĕнче çĕр-шывра чи лайăххи пулассишĕн кĕрешĕ. Эпир ăна финалта (унта 100 çын ăмăртать) çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.



28 ноября 2025
16:08
Поделиться