Патриотизм _ ахаль сăмах мар...

ÇАК кунсенче Шупашкарта "Патриотизмăн 10 енĕ" ятпа çамрăксен форумĕ иртнĕ, ăна Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине тата Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă. Форум уçăлас умĕн мероприятие хутшăнакансем валли выставкăсем йĕркеленĕ.

Чăваш наци музейĕ тăратнă "Эпĕ çак çырупа чĕрĕ юлатăп" выставкăра фронтран килнĕ çырусемпе, дневниксемпе, ỹкерчĕксемпе тата ытти документпа паллашма май пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, выставкăпа паллашнă май, ăна республика шкулĕсенче йĕркелеме хушу панă.

"Шкулта вĕренекенсемшĕн ку _ хак пама май çук çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ урок. Куçса çỹрекен выставкăна Шупашкар шкулĕсенчен пуçласа республикăн кашни шкулĕнчех кăтартма сĕнетĕп. Çакă çамрăк ăрăва историе тарăнрах ăнланма пулăшĕ", _ тенĕ Олег Николаев. Форумăн тĕп уйрăмлăхĕ _ унăн патриотизмăн 10 енĕ çинче никĕсленĕ практикăпа ориентировка программи: çемье, истори, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси, ырă ĕç тума хăйсен ирĕкĕпе хутшăнасси, культура, спорт, экологи, наука, педагогика тата медиа.

Форумра, конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, çамрăксен шырав отрячĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе хавхалантарнă.

Е.ЖОЛОБОВА.



28 ноября 2025
18:03
Поделиться