"Паттăрпа - калаçу"
Çакăн пек ятлă Пĕтĕм Раççейри проектпа килĕшỹллĕн, Палтиел вăтам шкулĕн 9_11-класĕсенче вĕренекенсем ятарлă çар операцийĕн участникĕпе _ Михайлычпа (позывной) _ тĕл пулчĕç.
Тĕл пулура Михайлыч хăйĕн çар пурнăçĕн историйĕ, СВОри лару-тăру, Раççей салтакĕсен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ, çамрăксем çĕкленĕ ыйтусене тулли хурав пачĕ. Çитĕнекен ăру аслă юлташĕпе, унпа пĕрле тăракан салтаксемпе мăнаçланчĕ. Çакăн евĕр тĕл пулусем ачасене патриотсемпе çывăхрах паллашма, вĕсенче патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшаççĕ.
П.Стратилатова, Палтиел вăтам шкулĕн математика вĕрентекенĕ.