"Пехет" агромаркет кăмăла çĕклет
ШУПАШКАРТИ "Пехет" агромаркетра кашни шăматкунах _ 12 сехетрен пуçласа 18 сехетчен _ хаваслă мероприятисем иртеççĕ. Кунта эсир чăваш эстрадин "çăлтăрĕсен" юррисене итлеме, Чăваш Республикинчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен ăсталăхĕпе паллашма, ача-пăча мастер-класĕн программине хутшăнма, тĕрлĕрен парне выляса илме пултаратăр.
"Пехет" агромаркет "Каскад" суту-илỹ центрĕнче (Президент бульварĕ, 20-мĕш çурт) вырнаçнă. Шăмăршă округĕн хисеплĕ çыннисем! Канмалли кун Шупашкара çитсе "Пехет" агромаркетра пулма тăрăшăр.
Н.ИЛЬИНА.