"Пире Çĕнтерỹпе кĕтĕр!"
Палтиел ялĕн Михаил Архангел ячĕллĕ чиркĕвĕнче куртăм эпĕ ăна. Çỹллĕ те яштака кĕлетке, шухăшлăн тинкерекен хăмăр куç, кĕре ỹт, мăйăхпа витĕннĕ тăрăхларах пит... Асра юлмалли паллăсем. Çар тумĕ çинче _ кăкăр тĕлĕнче _ орден-медаль. Юнашар хам вĕрентнĕ пике _ Хайпăла хĕрĕ (ун мăшăрĕ ĕнтĕ) _ тăнăран салтакпа калаçма çăмăл пулчĕ. Сăмахăм _ Энтĕрьел çамрăкĕ Григорий Пугачев çинчен.
_ Ĕнер каçпа çитрĕм киле. Паян акă чиркĕве килес терĕмĕр. Турă пулăшнине фронтра туйсах тăратпăр, çавăнпа май пур чухне чиркỹре пулмаллах, _ терĕ салтак çирĕппĕн. ...
Григорий _ 33-ре. 1992-çулхи августăн 24-мĕшĕнче кун çути курнă. 1998-çулта Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-класĕнче вĕренме пуçланă. Кунта 9-класс таран вĕренсен 2008_2012-çулсенче Ульяновск хулинче вăтам пĕлỹпе професси паракан техникумра ял хуçалăх обо- рудованине юсакан техник-мастер специальноçне алла илнĕ.
Часах салтака кайма ят тухнă. Энтĕрьел яшĕ Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Мускав хулинче мотопехота çарĕнче пурнăçланă, унтан кĕçĕн сержант званийĕпе таврăннă.
2024-çулта контракт çырса Ульяновскри десантпа штурм бригадине тăрать.
2022-çулта, ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах, Украина нацисчĕсене хирĕç миршĕн кĕрешĕве тухать. Малтан Киев патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Унтан тĕрлĕ ял-хулана ирĕке кăларнă çĕрте çапăçать. Гостомель, Попасное, Бахмут... Кашни çапăçу _ хăйне евĕр тĕрĕслев. Маларах çар опычĕ сахалрах пулнă пулсан, каярах вăл пухăнса-пуянланса пынă. Характер та çирĕпленнĕ. Унсăр мĕнле пултăр-ха! Чун-хавалĕпе çирĕп пулмасан фронтра ăнăçу килесси иккĕленỹллĕ. Юнашар çапăçакан тĕрлĕ халăх çынни _ вырăсĕ, тутарĕ, дагестанецĕ, тувинецĕ тата ытти те _ туслăхра та пĕрлĕхре тăмасан малалла мĕнле кайăн? Темле йывăрлăх та пулнă _ чăтнă, çĕнтернĕ. Попасное хули патĕнче, сăмахран, засадăна лексе виçĕ талăк хушши пĕр тумлам шывсăр, пĕр хĕлхем апатсăр пурăнма, çитменнине тата, вышкайсăр пысăк хăрушлăхран асăрханма мĕнле йывăр пулнине чăтса ирттерни кăна ăнланать. Григорий Геннадьевич çак хуласемшĕн пынă çапăçусенче артиллери разведкин отделенийĕн командирĕ пулнă, бинокльпе сăнаса объектсен координачĕсене пĕлтернĕ.
Донецк облаçĕнчи Бахмут хулишĕн пынă çапăçусенче вара ятарлă приборсемпе, пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçленĕ.
Çарти задачăсене пурнăçланă чух чăваш çамрăкне Луганск тăрăхĕнче контузи пулнă, Херсон тăрăхĕнче вăл сылтăм аллинчен йывăр аманнă. Апла пулин те, чун-чĕрере хĕмленекен патриотизм туйăмĕ ăна çак тертлĕ тапхăрсене тỹсĕмлĕ ирттерме хавхалантарнах.
Çапăçусенчи хăюлăхĕпе паттăрлăхне кура Григорий Геннадьевича тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вĕсем: "Çапăçура палăрнăшăн" медаль, "Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" 2-степеньлĕ орден медалĕ (хĕçсемпе), Паттăрлăх орденĕ. Вĕсемпе юнашар _ 2018-çулта панă икĕ медаль.
Хальхи вăхăтра Григорий Пугачев кĕçĕн лейтенант Запорожье тăрăхĕнче тăрать. Тĕп ĕçĕпе пĕрлех, вĕçекен аппаратсемпе ĕçлекен взвод командирĕн тивĕçĕшĕн те яваплă. Паллах, хăйне пăхăнса тăракансемшĕн вăл _ тĕслĕх. Политика тĕлĕшĕнчен _ çирĕп пĕлỹллĕ, мораль тĕлĕшĕнчен _ хăюллă. Фронтри пурнăç условийĕ лайăх пултăр тесе те тăрăшать. Çĕр пỹртре пурăнсан та, ỹпкелемелли çук. Апат хатĕрлеме май çителĕклĕ, çăвăнса тасалма мунча та пур, кăшлакан чĕр чунран 3-4 кушак хỹтĕлет... Кунта священниксем тăтăшах пулаççĕ, кĕлĕ каласа, çылăх каçарттарса салтаксене Турă хỹтлĕхнеилеççĕ; Кăшарнире купель те илсе килеççĕ. Çĕр- шыв хỹтĕлевçисем хăйсем тăракан вырăнта часовня тăвас ĕмĕтлĕ. Гуманитари пулăшăвĕ те килсех тăрать. Чăваш Енĕн Муркаш округĕнчен волонтерсем курăмлă пулăшу параççĕ. Ĕмĕтри сăнарĕ _ Аслă Аттелĕх вăрçинче самолетсене юсанă кукашшĕ Афанасий Кошкин _ Григорий Геннадьевича хавхалану кỹрет.
Ульяновскра пурăнакан çемйи _ Екатерина мăшăрĕ, шкулта пĕлỹ пухакан Октябринăпа ача садне çỹрекен Костя, амăшĕ _ юратнă çыннине куç пек кĕтеççĕ.
Тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн кĕрешĕве тухнă МИР салтакĕ çывăх çыннисен, Раççей халăхĕн шанăçне тỹрре кăларассишĕн тăрăшать.
_ Пире Çĕнтерỹпе кĕтĕр! _ тет вăл кашнинчех. Шанатпăр, кĕтетпĕр: Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем нацизма çĕнтереççех, вара фронтри салтаксем хăйсен кил-йышне таврăнса мирлĕ ĕçе кỹлĕнĕç...
Зинаида Свеклова.