Прокуратура çула юсама ыйтнă

ШĂМĂРШĂ район прокуратури Пăчăрлă Пашьелпе Кивĕ Чукал ялĕсем хушшинчи автоçул _ шăтăклă-путăклă пулнипе _ транспорт хатĕрĕсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине палăртнă. Прокуратура округ администрацийĕнчен çак çитменлĕхе кĕске вăхăтрах пĕтерме ыйтнă.

Çавăн пекех Шăмăршăри К.Маркс урамĕнче аякран курăнакан çул-йĕр паллисем те пулманнине асăрханă. Прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн округ администрацийĕ çỹлте асăннă çитменлĕхсене пĕтернĕ.



28 ноября 2025
16:07
Поделиться