Пулă пекех ишрĕç йăр! та яр!
Тутарстанăн Пăва хулинче çамрăк ишевçĕсен регионсем хушшинчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Тутарстан Республикин _ виçĕ команди, Чăваш Енĕн икĕ (çав шутра _ Шăмăршăри спорт шкулĕн) команди хутшăннă.
Тỹрех каламалла, çивĕч ăмăрту шăмăршăсене пысăк ăнăçу парнеленĕ. Хĕрачасен хутăш (комбинированная) эстафетинче 50-шар метра тĕрлĕ мелпе ишсе, Ольга Кузьмина (çурăм çинче), София Тихонова (брасс), Софья Тимофеева (баттерфляй), Ангелина Макарова (ирĕклĕ мел) дистанцие чи малтан вĕçленĕ, командăна 1-мĕш вырăн кỹнĕ. Арçын ачасен хутăш эстафетинче çак дистанцире Бахтияр Ефремов (çурăм çинче), Степан Паймин (брасс), Яков Иванов (баттерфляй), Станислав Бибуков (ирĕклĕ мел) 2-мĕш вырăна тухнă.
Арçын ачасемпе хĕрачасен хутăш (смешанная) эстафетинче ирĕклĕ мелпе ишсе, София Тихонова, Эдуард Иванов, Ольга Кузьмина, Димитрий Якушов, Дарья Тимофеева, Станислав Бибуков, Ангелина Макарова, Яков Иванов командăна 3-мĕш вырăна кăларнă.
Уйрăм ишевçĕсем хушшинче те Шăмăршăри спорт шкулĕн воспитанникĕсем малти вырăнсене йышăнни _ мухтава тивĕçлĕ! Акă Ангелина Макарова _ 100 метра комплекслă мелпе, çавăн пекех ирĕклĕ мелпе ишсе Станислав Бибуков _ çак дистанциех ирĕклĕ мелпе, çавăн пекех брасс мелĕпе ишсе, Полина Быкова çак дистанциех комплекслă мелпе хăйĕн ỹсĕмĕнчи ушкăнра ишсе çĕнтерчнĕ, кашни мелпех 3-мĕш разряд нормисене тултарнă; Полина çак дистанцирех ирĕклĕ мелпе ишсе 2-мĕш тухнă, 3-мĕш разряд нормине тултарнă. Димитрий Якушов çак дистанцирех ирĕклĕ (1-вырăн), комплекслă (2-вырăн) мелсемпе ишсе икĕ енĕпе те юниор разрядне тултарма хăват çитернĕ. Хăй тантăшĕсем хуш- шинче Степан Паймин ку дистанцирех комплекслă (1-вырăн), ирĕклĕ (2-вырăн) мелсемпе ишсе икĕ енĕпе те юниор разрядне тултарма пултарнă. Дарья Тимофеевăн хăй ỹсĕмĕнчисемпе пĕрле тупăшса, 50 метрлă дистанцие баттерфляй мелĕпе ишсе, çĕнтерме мехел çитнĕ; унăн _ 3-мĕш разряд халь. София Тихоновăн тата Яков Ивановăн хăйсен ỹсĕмĕнчисем хушшинчи результачĕ: 100 метра комплекслă мелпе ишессипе тата 50 метра баттерфляй мелĕпе ишессипе _ 2-мĕш вырăн (икĕ енĕпе те _ 3-мĕш разряд). Çĕр метра комплекслă мелпе парăнтарса Виктория Александровăпа Ольга Кузьмина хăйсен ỹсĕмĕнче 3-мĕш ишсе тухнă, иккĕшĕ те 3-мĕш разряда тивĕçнĕ. Çĕр метра комплекслă мелпе ишсе _ Бахтияр Ефремовпа Эдуард Иванов, ирĕклĕ мелпе ишсе Максим Фомин хăйсен ỹсĕмĕнчи хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, пурте юниорсен 1-мĕш разрячĕпе таврăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, 54 призлă вырăнтан шăмăршăсене 20-ĕшĕ лекнĕ. Саккăрăн - пьедесталăн чи çỹлти картлашкине, саккăрăн _ 2-мĕш картлашкине, тăваттăн 3-мĕш картлашкине йышăннă. Çакăнта _ Василий Бондареев тренерăн ырми-канми ĕçĕ, çỹллĕ шайри профессионализмĕ тата ишевçĕсен кунсерен аталанса пыракан ăсталăх шайĕпе иксĕлми хавхаланăвĕ! Пултаруллă ишевçĕсемпе Василий Пантелеймоновича çĕнтерỹпе ăшшăн саламласа тата пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх, чун çирĕплĕхĕ сунатпăр!
Зинаида Свеклова.