Раштав типпи пуçланчĕ

Паян, ноябрĕн 28-мĕшĕнче, Раштав типпине кĕтĕмĕр. Çак типĕ _ иртсе пыракан çулăн _ юлашки, килес çулăн пирвайхи типпи шутланать. Вăл 40 куна тăсăлать, январĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет. Раштав типпи яланах пĕр вăхăтра пулать, улшăнмасть.

Православи тĕнне ĕненекенсем типĕ тытса, тунă çылăхсемшĕн ỹкĕнсе, вĕсене каçарттараççĕ, Христос Туррăмăр ỹчĕпе юнне ăша илеççĕ, çав майпа унпа пĕрлешеççĕ.

Унччен христианинсен тĕн кĕнекисене вуламалла, чиркĕве çỹремелле, çынсене кỹрентересрен сыхланмалла, хăйсене йĕркеллĕ тытмалла. Раштав типпинче çак апат-çимĕçе çиме юрать: пăтă (сĕлĕ, хура тул, рис, вир, тулă...), ỹсен-тăран çăвĕ, кăмпа, пахча çимĕç, улма-çырла, "типĕ" çăкăр тата чустаран пĕçернĕ çимĕç, ỹсен-тăран сĕчĕ (соя, миндаль...), мăйăр, пыл, пулă (ятарлă кунсенче).

Çак апат-çимĕçе çимелле мар: аш-какай тата унран хатĕрленĕ апат-çимĕç, юр-вар (сĕт, çу, сыр, йогурт...), çăмарта, алкоголь (вырсарникун тата чиркỹ праçникĕнче кăштах хĕрлĕ эрех ĕçме юрать). Ача-пăчан, çире пур хĕрарăмсен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен, чирлесе тăракансен, больницăра сипленекенсен, çул çỹревçĕсен, йывăр ĕçпе пурăнакансен типĕ тытассинчен тытăнса тăмалла.

Магазинтан е пасартан апат-çимĕç туяннă чух "типĕ апат- çимĕç" ("постный продукт") тесе çырнине шута илмелле. Пылак çимĕçе (вĕсенче выльăх çăвĕ, маргарин, çăмарта пур) туяниччен килте пĕçернипе (сĕт-çу продукчĕпе çăмартасăр хатĕрленипе) сăйлансан аванрах.

Раштав типпинче çакăн пек çирĕплĕх (степени строгости поста) пур: апата пачах çименни (суходеяние); типĕ апат (вĕри мар апат, шыв, чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, мăйăр, типĕ çăкăр (постный хлеб) çиесси; çусăр вĕри апат çиесси; пулăсăр, ỹсен-тăран çăвĕпе вĕри апат çиесси; çупа тата пулăпа вĕри апат çиесси.

Декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 1-мĕшĕччен _ "çирĕп" типĕ: ытларикунпа кĕçнерникун пулăсăр, ỹсен-тăран çăвĕпе вĕри апат çимелле. "Чи çирĕп" типĕ _ январĕн 2_6-мĕшĕсенче. Тунтикун, юнкун, эрнекун _ апата пачах çимелле мар типĕ вăхăчĕ; ытларикун, кĕçнерникун _ çусăр вĕри апат çимелли; шăматкун, вырсарникун _ çупа вĕри апат çимелли; Сочельник (январĕн 6-мĕшĕнче) _ тỹпере пирвайхи çăлтăр тухиччен пачах та çимелле мар, ун хыççăн кутья, тулăпа рис тата типĕтнĕ улма-çырла çиме юрать.

Типĕ тытмашкăн чи малтан сывлăх, кăмăл туртăмĕ, чун çирĕплĕхĕ, чăтăм кирлĕ. Чирлĕ çыннăн, паллах, типĕ тытассинчен тытăнса тăмалла. Кирек епле пулсан та, хаваслă та кăмăллă праçнике _ Раштава _ таса чунпа кĕтсе илме тăрăшар.

Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



28 ноября 2025
17:02
Поделиться